Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕнĕ вăрлăхсемпе саппасланнă

Çĕнĕ вăрлăхсемпе саппасланнă

Округри ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсене черетлĕ çур акире усă курма пурĕ 3990 тонна вăрлăх кирлĕ. Ăна вара вĕсем саппаспа — 5290 тонна (132 процент) хатĕрленĕ. Çав шутран 520 тонни — çĕнĕ вăрлăхсем.

Çĕнĕ вăрлăхсем туянасси çине «Яманчурино» ООО уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрнă. Кăçал кунта супер элита тата элита репродукцири сĕлĕпе тулă, урпа вăрлăхĕсене 105 тонна чухлĕ кỹрсе килнĕ. «Энтепе» ОООра 90 тонна яхăн çĕнĕ вăрлăхпа усă кураççĕ. Çав шутран 50 тонни — РС1 репродукцири. «Нива» агрофирма» ОООн та РС1 репродукцири вăрлăх — 81, «Рассвет» ЯХПКн — 20, Е.Цветкова хресчен (фермер) хуçалăхĕн — 3, «Сатурн» ЯХПКн 1,2 тонна пур. В.Падуев хресчен (фермер) хуçалăхĕнче РС2 репродукцири «Ульяновец» пăрçа вăрлăхĕпе (пурĕ 20 тонна), Ю.Цветков хресчен (фермер) хуçалăхĕнче ПР2 тата ПР3 йышши «Драгун» сĕлĕ, «Ульяновец» пăрçа вăрлăхĕсемпе (пурĕ 4 тонна) усă курма палăртнă.

Черетлĕ çур акире ял хуçалăх организацийĕсем пĕрремĕш хут усă куракан вăрлăхсем те пур. Вĕсем: «Авеню» сĕлĕ, «Ейфель» урпа, «Корнетто» çурхи тулă тата «Тевкеч» урпа.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code