Суббота, 7 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Сельское хозяйство (Страница 13)

Ака çĕнтерỹçисем

Елчĕк муниципалитет округĕн администрацийĕ ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем çуркуннехи уй-хир ĕçĕсене палăртнă вăхăтра тата туллин ĕçе кĕртнине пĕтĕмлетнĕ, çаксем мала тухнине палăртнă: Механизациленĕ ака комплексĕсем хушшинчи ăмăртура пĕрремĕш вырăна уй-хир ĕçĕсене 2705 гектар çинче пурнăçланă "Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕ йышăннă. Ăна куçса çỹрекен Кубок, диплом тата укçан преми

Подробнее

Шаннă ĕçе — чун хушнипе

Хăйсен ĕçне тивĕçлĕ пурнăçлакан харсăр ĕçченсем пуртан хуçалăхсем ăнăçлă аталанаççĕ. "Сатурн" ЯХПКра тăрăшакан Радислав Квасов хисепе тăрăшуллă ĕçне кура çĕнсе илнĕ. 25 çул ытла вăй хурать вăл тăван хуçалăхра. Хальхи вăхăтра Радислав Федорович уй-хир культурисене им-çамлас ĕçе пурнăçлать. Иккĕмĕш хут çаврăнать вăл анасем тăрăх. Р.Квасов тĕрлĕ ĕçре харсăр. Ĕçченпе ертỹлĕх те,

Подробнее

Апачĕ тулăх — тутă пулĕ выльăх

"Победа" сахал яваплă общество выльăх апачĕ хатĕрлессине кашни çулах пысăк тимлĕх уйăрать. Кăçал та хуçалăх нумай çул ỹсекен курăксене округра чи малтан - майăн 31-мĕшĕнче çулма пуçăннă. Лаптăкĕ те пĕчĕк мар: 400 гектар. - Сенаж пахалăхĕ ытти çулхи пекех лайăх пуласса шанатпăр, - тет Николай Головин директор, - мĕншĕн тесен курăка папки

Подробнее

Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн Л.В.Левыйăн 2025 çулхи майăн 28-мĕшĕнчи 87-р номерлĕ хушăвĕпе килĕшỹллĕн акционерсен "Прогресс" хупă обществăри Владимир Петрович БОРИСОВ механизатор ячĕпе округ администрацийĕн çурчĕ умĕнче Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ. Вăл 1030 гектар çинче кĕрхи çĕртме лаптăкне кăпкалатнă.

Подробнее

Çур аки ăнăçлă иртнĕ

Çирĕплетнĕ ĕç планĕпе килĕшỹллĕн 2025 çулта округĕпе илсен, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 18384,5 гектар çинче акса хăварнă. Çав шутран ял хуçалăх предприятийĕсенче - 11402, хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче 6982,5 гектар. Тĕш тырă культурисене акас ĕçе майăн 18-мĕшĕ тĕлне ăнăçлă вĕçленĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене "Яманчурино" ОООра (1453 гектар), "Прогресс" АХОра

Подробнее

Кукуруза акнă

"Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕн анлă уй-хирĕсенче тĕш тырă культурисем епле пĕр тикĕс шăтса тухнине курса куç савăнать. - Ир акнă вăрлăх сая кайманнине иртнĕ çулсенчи тĕслĕхсенчен те курса ĕненетпĕр. Кăçалхи çанталăк условийĕ те ака ĕçĕсене маларах пуçлама хистерĕ, - терĕ Гурий Федоров председатель. Хуçалăхра палăртнă кашни ĕçе вĕçе-вĕçĕн йĕркелесе пыраççĕ. Иртнĕ

Подробнее

Округ уй-хирĕсенче

Майăн 6-мĕшĕ тĕлне округри ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 18034 гектар (99 процент) акнă. Пĕр çул ỹсекен курăксене 3532 гектар (91 процент) акнă. Пурĕ 369 гектар рапс акнă. Çав шутран "Клевер" ОООра - 110, хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче - 259 гектар. "АСК-Яльчики" ОООра - 287, "Клевер" ОООра 50

Подробнее

Акса пĕтернĕ

Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх призводство кооперативĕнче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акас ĕçе ĕнер - апрелĕн 24-мĕшĕнче вĕçленĕ. Ака комплексне тухăçлă ĕçлеттернĕ Сергей Шепинов, Виталий Долгов уй-хире удобрени, Виталий Адюков вăрлăх турттарнă çĕрте тăрăшнă 550 гектар лаптăкри тыр-пула тата 175 гектар çинчи пĕр çул ỹсекен курăксене агротехника йĕркипе килĕшỹллĕн чи кĕске вăхăтра

Подробнее

Тухăçлă ĕç-хĕл вăй хушать

Округ уй-хирĕсенче ака ĕçĕсем кунран-кун вăй илеççĕ. Ĕçе тухăçлă йĕркелесе пыма май пулни вара уй-хир ĕçченĕсене тата та вăй парать. Апрелĕн 17-мĕшĕ тĕлне ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пурĕ 1264 гектар (7 процент) акнă. Аслă Елчĕкри Сергей Чернов хресчен (фермер) хуçалăхĕнче тата Ленин ячĕллĕ ЯХПКра

Подробнее

Çĕр çыннине уй-хир кĕтет

Округ администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый ертсе пынипе акана тухас умĕнхи йăлана кĕнĕ анлă канашлу ĕçне яланхиллех ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертỹçисемпе специалистсем, территори пайĕсен пуçлăхĕсем, "Россельхозцентрăн" округри уйрăмĕн тата ветеринари станцийĕн специалисчĕсем хутшăнчĕç. Унта хускатнă пĕлтерĕшлĕ ыйтусем пурте пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă - вĕсен пĕлтерĕшĕ пĕрре: умри йывăрлăхсем çинчен

Подробнее