Суббота, 7 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Сельское хозяйство (Страница 12)

Уй-хир хыпарĕсем

Августăн 6-мĕшĕ тĕлне округри ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пурĕ 8035 гектар çинче (34,4 процент) çулнă, çулнинчен 7992 гектарне (99 процент) çапса тĕшĕленĕ, 326442 центнер тырă çапса тĕшĕленĕ, пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç 40,8 центнерпа танлашать. Округĕпе кĕр тыррисене акма 2857 га çĕр хатĕрленĕ. Çакă

Подробнее

Аш-какай туса илнĕшĕн — пысăк пулăшу

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ мăйракаллă шултăра выльăх ĕрчетекенсене тата ăна аш-какай валли самăртакансене субсиди уйăрассин программине улшăнусем кĕртессине ырласа йышăннă. Инна ВОЛКОВА,Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн пĕрремĕш çумĕ: - Мăйракаллă шултăра ĕне выльăх ĕрчетекен фермерсене субсидипе тивĕçтерес тĕллевпе çирĕплетнĕ программа пирĕн регионта 2023 çулта вăя кĕнĕ. Асăннă мера Чăваш Енри тавар туса

Подробнее

Хальлĕхе — 42,4 центнер

Округ администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн оперативлă кăтартăвĕсем тăрăх, ĕнерхи кун тĕлне илсен округ уй-хирĕсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 4977 гектар (21,2 процент) вырнă, 4253 гектарне (вырнин 85 процентне), пурĕ 180212 центнер çапса тĕшĕленĕ. Кашни гектар пуçне шутласан вăтам тухăç хальлĕхе 42,4 процентпа танлашать. Ака ĕçĕсене кĕске вăхăтра пурнăçласа хăварма

Подробнее

Уй-хирте ĕç вĕрет

Ял хуçалăх организацийĕсенче вырма ĕçĕсем кунран-кун анлăланса пыраççĕ. Округ администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн оперативлă кăтартăвĕсем тăрăх ĕнерхи кун тĕлне уй-хирсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 1735 гектар (7,4 процент) вырнă, 1518 гектарне (вырнин 87 процентне), пурĕ 65842 центнер çапса тĕшĕленĕ. Кашни гектартан тухакан вăтам тухăç 43,4 центнерпа танлашать. Çанталăк условийĕ

Подробнее

«Уй кунĕ» иртнĕ

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег НИКОЛАЕВ: "Чăваш Ен малта пыракан агротехнологисене çул парса ял хуçалăх производителĕсене пулăшассине мала хурать." Июлĕн 16-мĕшĕнче Çĕрпỹ округĕнче ЧР Ял хуçалăхĕн наукăпа тĕпчев институчĕн никĕсĕн территорийĕнче республикăри "Уй кунĕ" XIX курав-демонстраци старт илнĕ. Мероприяти çĕршыври 15 регионти 69 организацие пухнă. Çав шутра - техникăпа тата ỹсен-тăрана хỹтĕлемелли хатĕрсемпе

Подробнее

Çĕр ĕçченĕн аллинче ĕç вĕрет

Округра пуринчен малтан вырмана тухнă "Яманчурино" ОООри çĕр ĕçченĕсен алли çăмăл пулчĕ. Çанталăкĕ те уяр, тỹлек - ĕç çи кунран-кун вăй илсе пырать. Ĕнерхи кун тĕлне илсен кĕр тыррисене 235 гектар çинче вырса паккуссене кушăхтарма хывнă. Çав шутран "Яманчурино" ОООра - 120 гектар, "Прогресс" АХОра - 95, "Авангард" ОООра -

Подробнее

Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан В.А.Николаевăн 2025 çулхи июлĕн 15-мĕшĕнчи 119-р номерлĕ хушăвĕпе килĕшỹллĕн "Яманчурино" сахал яваплă общество ячĕпе округ администрацийĕн çурчĕ умĕнче Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ. Коллектив тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсене округра чи малтан вырма тухнă.

Подробнее

Выльăх-чĕрлĕх отраслĕн аталанăвĕ мĕнле?

Ỹсен-тăран культурисене туса илесси сезон вăхăтĕнчи ĕç, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнинчен вара çулталăк тăршшĕпе укçа-тенкĕллĕ пулма май парать. Ахальтен мар малашлăха курса ĕçлекен ял хуçалăх предприятийĕсем выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарассине тĕп çул-йĕр вырăнне хураççĕ. Çакна шута илсе вĕсенче мăйракаллă шултăра выльăхсен, çав шутран сăвăнакан ĕнесен хисепне май пур таран ỹстерсе пыма тăрăшаççĕ. Администрацин оперативлă

Подробнее

Яваплă ĕç яваплă пулма хистет

Вырмана тухма вăхăт çитнĕпе пĕрех. Çакна асра тытса виçĕмкун, хăнăхнă йăлапа, ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем яваплă тапхăрти ĕçсене пурнăçлама мĕнле хатĕрленнине округ администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый ерте пынипе акционерсен "Прогресс" хупă обществин никĕсĕ çинче иртнĕ канашлура пĕтĕмлетрĕç. Çĕр ĕçченне çанталăк кашни çулхи çур аки, вырма вăхăтĕнче те çирĕп тĕрĕслев

Подробнее

«Агро-100» клуб йышĕнче

Республикăри ял хуçалăх организацийĕсен "Агро-100" клубĕн рейтингне çирĕплетнĕ. Ăнăçуллисен списокĕн малтанхи виçĕ вырăнне "Авангард" ОООн "Цивильский бекон" филиалĕ (Çĕрпỹ округĕ), "Коминтерн" ЯХПК (Хĕрлĕ Чутай округĕ), акционерсен "Чурачикское" обществи (Шупашкар районĕ) йышăннă. Пирĕн тăрăхри хуçалăхсен кăтартăвĕсем çапларах: "Победа" ООО - 17-мĕш, АСК "Яльчики" ООО - 28, "Яманчурино" ООО - 29, "Эмметево" ООО -

Подробнее