Суббота, 7 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Сельское хозяйство (Страница 11)

Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн Л.В.Левыйăн 2025 çулхи сентябрĕн 10-мĕшĕнчи 156-р номерлĕ хушăвĕпе килĕшỹллĕн Ирина Павловна ЧАЙКИНАН хресчен (фермер) хуçалăхĕ ячĕпе округ администрацийĕн çурчĕ умĕнче Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ. Коллектив кукурузăна силоса хывассине округра чи малтан пуçăннă.

Подробнее

Кĕр тыррисене акаççĕ

"Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕнче çирĕплетнĕ ĕç планĕпе килĕшỹллĕн кăçал кĕр тыррисене 500 гектар акса хăварма йышăннă. Çитес çулхи тыр-пул никĕсне кунта хальлĕхе 240 гектар хывса хăварнă. Кирек хăçан та ял хуçалăх культурисен чи лайăх вăрлăхĕсемпе усă курассине малти вырăна хуракан хуçалăхра лаптăксене варăнтарма хальхинче те элита репродукцири вăрлăхсемпе анчах усă

Подробнее

Округ уй-хирĕсенче

Сентябрĕн 4-мĕшĕ тĕлне округри ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 17906,4 гектар (76,7 процент), пурĕ 758119 центнер çапса тĕшĕленĕ. Пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç 42,3 центнерпа танлашать. Кĕрхи культурăсене 1150 гектар (25 процент) акнă. Фермăсенчи ĕне выльăха хĕл кунĕсенче тăрантарма 6494 тонна (130 процент) утă, 46366 тонна

Подробнее

Кĕр мăнтăрĕпе — ял хуçалăх пасарĕ

Кашни çул йĕркелекен "Кĕр мăнтăрĕ" ярмăрккăсене хула çыннисем анчах мар, ялта пурăнакансем те хапăл туса йышăнаççĕ. Кунта вĕсем вырăнти тавар туса кăларакансем çитĕнтернĕ экологи тĕлĕшĕнчен таса пахча çимĕçе тивĕçтерекен хакпа туянма пултарни - чи кирли. Кăçал "Кĕр мăнтăрĕ" ярмăрккăна сентябрĕн 13-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 12-мĕшĕччен кашни шăматкун йĕркелесе ирттерме палăртнă. Елчĕкре кашни

Подробнее

Йывăр условисене пăхмасăр

Çанталăкăн йывăр условийĕсене пăхмасăр округра вырма ĕçĕсем малалла пыраççĕ. Уй-хирсенчи лару-тăрупа паллашас тĕллевпе çак кунсенче округра "Агротехнология" сахал яваплă общество директорĕ Валерий Гаврилов пулнă. Ентеш пирĕн тăрăхра ял хуçалăх ĕçĕсене ирттерес енĕпе куратор шутланать. Вăл "Яманчурино" тата Ленин ячĕллĕ (сăн ỹкерчĕкре) хуçалăхсене çитсе курнă. Хуçалăхсенче тыр-пул пухса кĕртес плана 63 тата

Подробнее

Тыр-пула тăкаксăр кĕлете кĕртейĕпĕр-и?

Çăкăр çитĕнтерекенĕн ĕçри ăнăçлăхĕ ытларах çанталăк условийĕнчен килнине кăçалхи лару-тăру тепĕр хутчен уççăнах çирĕплетсе пачĕ. Пурте пĕлетпĕр, хальхи вăхăтра нумай регион çак пысăк йывăрлăхпа тĕл пулнă: уй-хирсем шыв айне путнăран мĕн тери тухăçлă çитĕннĕ тыр-пула та кĕлетсене пухса кĕртеймеççĕ. Чăваш Республикинчи, округри уй-хирсенчи лару-тăру та çăмăл мар. Асăрхаса пынă тăрăх, юлашки

Подробнее

Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн Л.В.Левыйăн 2025 çулхи августăн 27-мĕшĕнчи 147-р номерлĕ хушăвĕпе килĕшỹллĕн "Клевер" сахал яваплă общество тата "Труд" ял хуçалăх производство кооперативĕ ячĕпе округ администрацийĕн çурчĕ умĕнче Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ. Икĕ коллектив та кĕрхи культурăсене акма округра чи малтан пуçăннă.

Подробнее

Округ уй-хирĕсенче

Цифрăсен пĕрремĕш колонки - пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене вырнă (гектарпа), иккĕмĕш - пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене вырнă (процентпа), виççĕмĕш - вырнине çапса тĕшĕленĕ (процентпа), тăваттăмĕш - пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç (центнерпа), пиллĕкмĕш - кĕр тыррисене акма çĕр хатĕрленĕ (гектарпа). (Августăн 21-мĕшĕ тĕлне).

Подробнее

Хĕрỹ ĕçре вăл ялан

Уй-хирте çăкăр çитĕнтерекенсем, ăна тăкаксăр алла илессишĕн ырми-канми вăй хуракан "уй-хир карапĕсен" хуçисем тата ытти механизаторсем, чăннипех, ят-сума тивĕçлĕ. "Комбайн" ЯХПКри Вячеслав Капламов (сăн ỹкерчĕкре) шăпах çавăн пек çынсен шутĕнче. Вăл нумай çул хуçалăх производствинче тỹрĕ кăмăлпа чи яваплă ĕçре тимлет - çăкăр çитĕнтерет. Çакăн пек çынсен тивлетне пула пирĕн

Подробнее

Тыр-пула çухатусăр алла илесси — тĕп тĕллев

Кăçалхи çу уйăхĕсенче тыр-пула ỹссе çитĕнме лайăх условисем пулчĕç. Тĕш тырă тухăçĕ малтанхи çулсенчи рекордлă кăтартуран кая пулмасса агрономсем çирĕплетсех каларĕç. Анчах юлашки вăхăтра çанталăк "кутăнлашнине" - йĕпе-сапа чăрмантарнине кура, пытармалли çук, вырма ĕçĕсем кал-калах йĕркеленсе пыраймарĕç. Апла пулин те, округри çĕр ĕçченĕсем уй-хирте çитĕннĕ пуянлăха кăçал та çухатусăр алла илессе

Подробнее