Суббота, 7 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Сельское хозяйство (Страница 10)

Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн Л.В.Левыйăн 2025 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнчи 169-р номерлĕ хушăвĕпе килĕшỹллĕн А.В.ФИЛИППОВ хресчен (фермер) хуçалăхĕ ячĕпе округ администрацийĕн çурчĕ умĕнче Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ. Сахăр чĕкĕнтĕрĕ туса илессипе ĕçлекен округри пĕртен-пĕр хуçалăх 250 гектартан 155-ĕшĕнчен пуçтарса кĕртнĕ.

Подробнее

Округ уй-хирĕсенче

Округ администрацийĕн ял хуçапăх тата экологи пайĕнчен тăратнă информацирен çакă курăнать. Октябрĕн 2-мĕшĕ тĕлне округри ял хуçалăх организацийĕсенче 8853 тонна (177 процент) утă, 52259 тонна (133 процент) сенаж, 33790 тонна силос хатĕрленĕ. Пĕр условнăй выльăх пуçне 36,2 килограмм апат единици тивет. Çĕр улмие 348 гектар (100 процент) çинчен пуçтарса кĕртнĕ, пĕр

Подробнее

Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн Л.В.Левыйăн 2025 çулхи сентябрĕн 24-мĕшĕнчи 163-р номерлĕ хушăвĕпе килĕшỹллĕн "Сатурн" ял хуçалăх производство кооперативĕ ячĕпе округ администрацийĕн çурчĕ умĕнче Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ. Хуçалăх кĕрхи çĕртме сухи тăвассине округра чи малтан вĕçленĕ.

Подробнее

Сĕт мĕн хак?

Уйрăм хушма хуçалăхсенче туса илекен сĕте мĕн хакпа туяннине кăтартни. Пĕрремĕш графа _ территори пайĕсенче халăхран сĕт туянакан юридика сăпачĕ, уйрăм предприниматель, иккĕмĕш _ 1 килограмм сĕт хакĕ (тенкĕпе). (Сентябрĕн 25-мĕшĕ тĕлне)

Подробнее

Кукуруза выраççĕ

"Прогресс" хуçалăхра 70 гектар çинче çитĕнтернĕ кукурузăна вырса силоса хывас ĕç хĕрỹ пырать. Геннадий Куприянов тата Валерий Охотин механизаторсем "уй-хир пикине" выльăх апачĕ хатĕрлекен комбайнсемпе вырса вĕтетсе пыраççĕ. Хатĕр массăна Алексей Колсанов, Александр Егоров, Николай Романов, Геннадий Выйгетов, Андрей Немцев, Владимир Соловьев ферма çывăхĕнчи траншейăсене турттараççĕ. Александр Петровпа Сергей Муллин механизаторсем силоса

Подробнее

Вăхăтлă акма ĕлкĕреççĕ

Округри ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене юлашки гектарсем çинчен пухса кĕртеççĕ. Пĕр вăхăтрах кĕр тыррисене акассипе тимлеççĕ. Сентябрĕн 18-мĕшĕ тĕлне илсен пулас тыр-пул никĕсне 4291 гектар (94 процент) çинче хывса хăварнă. Ял хуçалăх организацийĕсенче кĕрхи культурăсене акас ĕçе, пĕтĕмĕшле илсен, тивĕçлипе йĕркелесе пыни округ администрацийĕн

Подробнее

Субсиди параççĕ

Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви аш-какай валли сурăх (качака) тытакансене субсиди парать. Заявкăсене сентябрĕн 18-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 25-мĕшĕччен пама юрать. Субсидие ял хуçалăх таварĕ туса кăларакансене сурăх (качака) пăхма е аш-какая ăсатма тăкакланнин пĕр пайне саплаштарма параççĕ. Чăваш Ен территорийĕнче аш-какая вырнаçтарнă чĕр чунăн кашни килограмне шута илеççĕ. Субсидие аш-какай продукцийĕ

Подробнее

Округ уй-хирĕсенче

Сентябрĕн 18-мĕшĕ тĕлне округри ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 22792,8 гектар (98,2 процент), пурĕ 950839 центнер çапса тĕшĕленĕ. Пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç 41,7 центнерпа танлашать. Техника культурисене 1163 гектар (74 процент) пухса кĕртнĕ. Пахча çимĕç культурисене 65,6 гектар (60 процент) пухса кĕртнĕ. 176 гектар (51 процент)

Подробнее

«Иккĕмĕш çăкăр» савăнтарать

"АСК-Яльчики" ОООра хальхи вăхăтра çĕр улми кăларас енĕпе хĕрỹ тапхăр тăрать. Кăçал ăна 232 гектар çинче çитĕнтернĕ. Паянхи кун тĕлне "иккĕмĕш çăкăра" 80 ытла гектар çинчен (пурĕ 2300 тонна) пухса кĕртнĕ. Пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç 410 центнерпа танлашать. Вăрлăхлăх акнă лаптăкран пĕр гектартан 250 центнер тухать. - Типĕрех çанталăкра çĕр

Подробнее

Округ уй-хирĕсенче

Сентябрĕн 11-мĕшĕ тĕлне округри ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 20975 гектар (89,8 процент), пурĕ 874156 центнер çапса тĕшĕленĕ. Пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç 41,7 центнерпа танлашать. Техника культурисене 1001 гектар (63 процент) пухса кĕртнĕ. Çав шутран горчица - 201, рапс - 800 гектар. Пахча çимĕç культурисене

Подробнее