Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Округ уй-хирĕсенче

Округ уй-хирĕсенче

Округ администрацийĕн ял хуçапăх тата экологи пайĕнчен тăратнă информацирен çакă курăнать.

Октябрĕн 2-мĕшĕ тĕлне округри ял хуçалăх организацийĕсенче 8853 тонна (177 процент) утă, 52259 тонна (133 процент) сенаж, 33790 тонна силос хатĕрленĕ. Пĕр условнăй выльăх пуçне 36,2 килограмм апат единици тивет. Çĕр улмие 348 гектар (100 процент) çинчен пуçтарса кĕртнĕ, пĕр гектартан тухнă вăтам тухăç — 345,5 центнер. Кĕрхи культурăсене акассине те вĕçленĕ — 4555 гектар. 21783 гектар çинче кĕрхи çĕртме сухи тунă.

Техникăлла культурăсене те — горчицăна (201 га), рапса (912 га), йĕтĕне (50 га) пĕтĕмпех кĕлете хывнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code