Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Округ уй-хирĕсенче

Округ уй-хирĕсенче

Сентябрĕн 11-мĕшĕ тĕлне округри ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 20975 гектар (89,8 процент), пурĕ 874156 центнер çапса тĕшĕленĕ. Пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç 41,7 центнерпа танлашать.

Техника культурисене 1001 гектар (63 процент) пухса кĕртнĕ. Çав шутран горчица — 201, рапс — 800 гектар.

Пахча çимĕç культурисене 64,6 гектар (59 процент) пухса кĕртнĕ.

114 гектар (33 процент) çĕр улми кăларнă. 1 гектартан тухакан вăтам тухăç 362,3 центнерпа танлашать.

7100 гектар çинче кĕрхи çĕртме сухи тунă.

Кĕрхи культурăсене 2893 гектар (64 процент) акнă. Çав шутран ыраш — 445, кĕрхи тулă — 2618 гектар.

Фермăсенчи ĕне выльăха хĕл кунĕсенче тăрантарма 6577 тонна (131 процент) утă, 47566 тонна (125 процент) сенаж, 2430 тонна силос хатĕрленĕ. Пĕр условлă выльăх пуçне 31,3 апат единици тивĕçет.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code