Суббота, 7 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Сельское хозяйство (Страница 9)

Ĕне ферми тума

Ял хуçалăх министерствинче ĕне выльăх ĕрчетекен, сĕт е аш-какай туса илекен çемье фермисене аталантарма хушма грант илме заявкăсем йышăнаççĕ. Республика Правительстви кăçал тата 2 грант пама, 36 миллион тенкĕ уйăрма йышăннă. Вăл икĕ фермер валли, ĕне ферми тума. Грант виçи проект хакĕн 60 процентĕнчен иртме пултараймасть. Министерство заявкăсене раштавăн 2-мĕшĕччен йышăнать.

Подробнее

Техникăпа оборудовани туянма — укçа-тенкĕ

Ял хуçалăх министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, ял хуçалăх организацийĕсен производствине технологи тĕлĕшĕнчен модернизациленĕ чухне усă куракан тăкаксен пĕр пайне саплаштарма 2025 çулта республика бюджетĕнчен 560 миллион тенкĕ уйăрнă. Ăна 500 единица чухлĕ техникăпа оборудовани туянма усă курнă. 2025 çулхи çĕртме-çурла уйăхĕсенче техника паркĕсем тата 1462,9 миллион тенкĕлĕх 355 машина-тракторпа пуянланнă. Тăкакăн пĕр

Подробнее

Хисеп те чыс сана, çăкăр çитĕнтерекен!

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег НИКОЛАЕВ: "Хисеплĕ Елчĕк халăхĕ, сирĕн çитĕнĕвĕрсем - отчетри цифрăсем анчах мар, эсир тăван çĕр-аннемĕр умĕнче чун-чĕре ăшшине парса, пысăк яваплăха туйса вăй хунине çирĕплетни çакă". Ял ĕçченĕсене чыслама ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Сергей Артамонов, унпа пĕрле килсе çитнĕ вице-премьер - ял хуçалăх министрĕ Андрей Макушев, ЧР Патшалăх

Подробнее

Ăмăртура çĕнтернĕ

Елчĕк муниципалитет округĕн администрацийĕ ял хуçалăх предприятийĕсем, уйрăм ĕçченсем 2025 çулхи вырмара ăмăртса ĕçленине пĕтĕмлетнĕ, çапла йышăннă: 1.Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене туса илессипе "Сатурн" ял хуçалăх производство кооперативĕ çĕнтернĕ. Вăл куçса çỹрекен ялава тата диплома тивĕçнĕ. Ял хуçалăх предприятийĕнче 653 гектар çинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене çитĕнтернĕ, 1 гектартан

Подробнее

Малтисене палăртнă

Елчĕк муниципалитет округĕн администрацийĕ ял хуçалăх предприятийĕсем, уйрăм выльăх-чĕрлĕх пăхакансем кăçалхи 9 уйăхра ăмăртса ĕçленине пĕтĕмлетсе çапла йышăннă: Ял хуçалăх предприятийĕсем хушшинчи ĕçлĕ ăмăртура "Победа" ООО çĕнтернĕ. Отчетлă тапхăрта кунта пурĕ 37774 центнер сĕт, 2320 центнер аш-какай туса илнĕ, пĕр ĕнерен 8764 килограмм сĕт сунă, мăйракаллă шултăра выльăхсем пĕр талăкра 800

Подробнее

Сергей ВОЛКОВ, округ администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ: Тавах сана, çĕр ĕçченĕ!

Ял хуçалăхĕнче тата продукцие тирпейлесе хатĕрлекен промышленноçра ĕçлекенсен кунне паллă тăвассине Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Указĕпе килĕшỹллĕн 1999 çулхи майăн 31-мĕшĕнче çирĕплетнĕ. Çак кун эпир ирхи шуçăмпа вăранса кану кунĕсĕр, отпуск мĕн иккенне пĕлмесĕр уй-хирте тыр-пул, пахча çимĕç çитĕнтерекенсене, халăха пахалăхлă сĕтпе, аш-какайпа тата ытти продуктсемпе тивĕçтерекен ферма ĕçченĕсене саламлатпăр. Çĕр ĕçĕ

Подробнее

«Победа» ООО — чи малтисенчен пĕри

Чăваш Енре "Апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерессин технологийĕ" наци проекчĕ пурнăçа кĕнин çимĕçĕсем куç умĕнче. Малтанхи тапхăрти 9 уйăхра регионти пысăк тата вăтам ял хуçалăх организацийĕсенче пĕр ĕнерен сĕт сăвасси, 2024 çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, 6,2 процент чухлĕ ỹснĕ. Çак тапхăрта кашни ĕнерен вăтамран 6438 килограмм сĕт сунă. Хальхи вăхăтри кулленхи вăтам сăвăм

Подробнее

Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан В.А.Николаевăн 2025 çулхи октябрĕн 28-мĕшĕнчи 204-р номерлĕ хушăвĕпе килĕшỹллĕн "Сатурн" ЯХПК тата "АСК-Яльчики" ООО ячĕпе округ администрацийĕн çурчĕ умĕнче Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ. Вĕсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсенчен чи пысăк тухăç илнĕ - 1 гектар пуçне - 61,2 центнер.

Подробнее

Тĕрлĕ округран килнĕ

Округра выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçе аталантарас ыйтупа канашлу иртнĕ. Унта Елчĕк, Патăрьел, Комсомольски тата Шăмăршă округĕсенчи ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертỹçисем, зоотехникĕсемпе ветеринарĕсем хутшăннă. Кун йĕркинчи тĕп ыйтусем Елчĕк муниципалитет округĕнче тата пĕтĕм республикипе выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕç мĕнле пыни, малашлăх плансене сỹтсе явасси пулнă. Çавăн пекех Чăваш Енри эпизооти лару-тăрăвĕпе

Подробнее

Округ уй-хирĕсенче

Октябрĕн 9-мĕшĕ тĕлне округри ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 23206 гектар çинчен вырса-çапса илнĕ, пỹлмесене 978335 центнер тырă кĕнĕ. Пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç 42,1 центнерпа танлашнă. Техника культурисене 1418 гектар çинчен (94 процент) пухса кĕртнĕ. Пахча çимĕç культурисене 95,6 гектар (87 процент) пухса кĕртнĕ. 348 гектар

Подробнее