Октябрĕн 9-мĕшĕ тĕлне округри ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 23206 гектар çинчен вырса-çапса илнĕ, пỹлмесене 978335 центнер тырă кĕнĕ. Пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç 42,1 центнерпа танлашнă.
Техника культурисене 1418 гектар çинчен (94 процент) пухса кĕртнĕ.
Пахча çимĕç культурисене 95,6 гектар (87 процент) пухса кĕртнĕ.
348 гектар (100 процент) çĕр улми кăларнă. Пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç 369,6 центнерпа танлашнă.
25800 гектар çинче кĕрхи çĕртме сухи тунă.
4555 гектар (100 процент) кĕрхи культурăсене акнă.
Обществăлла выльăх-чĕрлĕхе хĕл кунĕсенче тăрантарма 9647 тонна (193 процент) утă, 53315 тонна (140 процент) сенаж, 34192 тонна силос хатĕрленĕ. Пĕр условлă выльăх пуçне 37,2 апат единици тивĕçет.

