Ял хуçалăх министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, ял хуçалăх организацийĕсен производствине технологи тĕлĕшĕнчен модернизациленĕ чухне усă куракан тăкаксен пĕр пайне саплаштарма 2025 çулта республика бюджетĕнчен 560 миллион тенкĕ уйăрнă.
Ăна 500 единица чухлĕ техникăпа оборудовани туянма усă курнă. 2025 çулхи çĕртме-çурла уйăхĕсенче техника паркĕсем тата 1462,9 миллион тенкĕлĕх 355 машина-тракторпа пуянланнă. Тăкакăн пĕр пайне республика бюджетĕнчен саплаштарма тата 628 миллион тенкĕрен кая мар кирлĕ. Регион ертỹçи Олег Николаев сĕннипе аграрисен ыйтăвне татса парассишĕн çак укçана та республика бюджетĕнчен уйăрма палăртнă.

