Округ администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн оперативлă кăтартăвĕсем тăрăх, ĕнерхи кун тĕлне илсен округ уй-хирĕсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 4977 гектар (21,2 процент) вырнă, 4253 гектарне (вырнин 85 процентне), пурĕ 180212 центнер çапса тĕшĕленĕ. Кашни гектар пуçне шутласан вăтам тухăç хальлĕхе 42,4 процентпа танлашать.
Ака ĕçĕсене кĕске вăхăтра пурнăçласа хăварма пултарнине тата ỹсен-тăрана ỹссе аталанма тăпрара нỹрĕк çителĕклĕ пулнине кура округ уй-хирĕсенче кăçал та тухăçлă тыр-пул çитĕннĕ. Агрономсем малтан шутланă тăрăх, ăна иртнĕ çулхинчен 10-15 процент ытларах пухса кĕртмеллине палăртаççĕ. Вырма ĕçĕсене тивĕçлĕ шайра йĕркелесе пырасси пĕтĕмпех çанталăк условийĕнчен анчах килет. Ытти майсем пĕтĕмпех çителĕклĕ.
Апла пулин те, тыр-пула пĕр тăкаксăр алла илес ĕçре чăрмавсем те çук мар. Çу кунĕсенче çумăр çителĕклĕ анчах мар, ытлашшипех çурĕ. Çавна май тыр-пул çỹллĕ ỹссе çитĕннĕ тата пучахсем тулли те йывăр пулнине кура тырă чылай лаптăкра çĕр çумне выртнă. Апла пулсан çав анасенчи тыр-пула уйрăммăн вырса кушăхтармалли, ун хыççăн тин çапса тĕшĕлемелли паллă. Çанталăк кĕр енне кайса пынă май çĕрлехи вăхăтра сывлăм та нумай ỹкет. Выртнă лаптăксенчи тыр-пул типсе кушăхасса шанмалли сахал. Çакна кура вĕсене уйрăммăн çапса тĕшĕлемелли куç кĕрет.
… Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен тухăçĕ, ял хуçалăх организацийĕсемпе уйрăммăн илсен хальлĕхе мĕн чухлĕ пулнине тишкерсен çакна палăртма пулать: «Сатурн» ЯХПКра вăл — 55,7, «Рассвет» ЯХПКра — 53,8, «АСК-Яльчики», «Энтепе» ОООсенче тата Аслă Таяпари В.Васильев хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче — 50, «Комбайн» ЯХПКра — 47, Таяпа Энтринчи А.Петровпа Кĕçĕн Таяпари Б.Головин хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче 45 центнерпа танлашать.
Светлана АНАТОЛЬЕВА.

