…Аслă Елчĕксем те виççĕмĕш
Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ вăтам шкул футболисчĕсем Тутарстанри Пăвари турнира хутшăннă. Вĕсем унта урам командисен "Уçă Кубокĕнче" вăй виçнĕ, хулари 11 ушкăн йышĕнче тупăшса виççĕмĕш вырăна тухма пултарнă.
ПодробнееАслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ вăтам шкул футболисчĕсем Тутарстанри Пăвари турнира хутшăннă. Вĕсем унта урам командисен "Уçă Кубокĕнче" вăй виçнĕ, хулари 11 ушкăн йышĕнче тупăшса виççĕмĕш вырăна тухма пултарнă.
ПодробнееÇĕрпỹри "Асамат" спорт шкулĕнче ачасен "Президент спорт вăййисем" программипе килĕшỹллĕн юлашки тапхăр - çăмăл атлетсен ăмăртăвĕсем иртнĕ. Унта Елчĕкри вăтам шкул командинчи арçын ачасем эстафетăра (4х200) иккĕмĕш, çăмăл атлетикăн нумай енлĕ кĕрешĕвĕнче (60 м, 800 м, тăршшĕне сикесси) виççĕмĕш вырăн йышăннă. Команда, пĕтĕмĕшле кăтартупа, 3-мĕш призер пулса тăнă. Уйрăм спортсменсенчен пĕр
ПодробнееАслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ вăтам шкулта вĕренекен София Афанасьева час-часах пысăк ăмăртусенчи çитĕнỹсемпе савăнтарать. Çу уйăхĕнче вăл ГТО нормативĕсене пурнăçлассипе республикăри тупăшура çĕнтернĕччĕ. Хальтерех Шупашкарти "Амазония" этнокомплексра иртнĕ регионсем хушшинчи çăмăл атлетсен Çуллахи Кубокĕнчен те пушă алăпа килмен вăл. 2009-2010 çулсенче çуралнă спортсменкăсен йышĕнче бронза медаль çĕнсе илнĕ. Унта Чăваш Ен,
ПодробнееТайваньрен - ылтăнпа Тăрăм ялĕнче çуралса ỹснĕ Александр Константинов Раççей спорт мастерĕ тăтăшах çĕнтерỹпе савăнтарать. Пĕлтĕр вăл Кăркăсстанра иртнĕ çамрăксен Ази шайĕнчи ăмăртăвĕнче малти пулнă. Кăçал та ăннă кире пуканçăна. Тайванĕн тĕп хулинче - Тайбэйра 95 килограммран йывăртарах атлетсем хушшинче вăрăм цикл мелĕпе вăл икĕ 32 кг пукана 64 хутчен çĕкленĕ. Анатолий
Подробнее"Яльчики" командăн тренерĕ - Патреккелтен Чăваш Енри пăр дружини - "Яльчики" команда республикăн спорт историйĕнче пĕрремĕш хут КАÇХИ ХОККЕЙ ЛИГИНЕ юратакансен хушшинче Пĕтĕм Раççейри XIII Хоккей Фестивалĕн финалĕнче (Сочи хулинче иртнĕ) чаплă çĕнтерỹ турĕ. Фестивальте команда капитанĕ Дмитрий Петров "Финалăн чи лайăх вăйăçи", дружина тренерĕ тата наставникĕ Евгений Миллин "Чи лайăх
ПодробнееАван кăтартусем Шупашкарти "Олимпийский" стадионта çăмăл атлетикăн пĕтĕм тĕсĕпе чемпионат ирттернĕ. Унта ентешсем аван кăтартусемпе палăрнă. Хăйсен ỹсĕмĕсенче Серафима Самакова (Аслă Пăла Тимеш) 5 километра утассипе, Семен Львовпа (Шăмалак) Николай Алексеев (Тĕмер) йĕтре тĕртессипе, Давид Павловпа (Çĕнĕ Пăва) Константин Максимов (Çирĕклĕ Шăхаль) сăнă ывăтассипе чемпион ята çĕнсе илнĕ. Юлашки дисциплинăра С.Львов 2-мĕш
ПодробнееАслă Çĕнтерỹ кунĕ, йăлана кĕнĕ тăрăх, Елчĕкри стадион-площадкăра футболла выляссипе "Çĕнтерỹ" Кубокĕн финалĕ иртрĕ. Турнира территори пайĕсен командисем хутшăннă. Финала халĕччен нумай хутчен асăннă "трофей" хуçи пулнă Çирĕклĕ Шăхаль тата коллективлă спорт вăййисенче палăракан Лаш Таяпа территори пайĕсен командисем тухнă. Вăйă çивĕчлĕхĕ малтанхи минутсенчех уйрăм футболистсен пултарулăхне çиеле кăларчĕ: хăвăртлăх, пĕр-пĕрне
ПодробнееВăрнар поселокĕнче акционерсен "Порт Коломна" обществин тĕп директорĕн Владимир Алексеевăн призĕсене çĕнсе илессишĕн ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен уçă турнирне ирттернĕ. Елчĕкри вăтам шкулта пĕлỹ пухакан Михаил Миллин Пĕтĕм Раççей шайĕнчи ăмăртусенчен тăтăшах çĕнтерỹпе таврăннине илтме хăнăхнă та эпир, кунтинче мала тухассипе иккĕленỹ пулманах пулĕ. Хăйĕн ỹсĕмĕнчи спортсменсем хушшинче вăл 27 килограма çитичченхи
ПодробнееКанаш округĕнчи Аслă Пикшикри спорт шкулĕнче СССР тава тивĕçлĕ спорт мастерĕн, Олимп вăййисен бронза призерĕн Сергей Корнилаевăн парнисене çĕнсе илессишĕн ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен Пĕтĕм Раççейри 36-мĕш турнирĕ иртнĕ. Елчĕк округĕн чысне унта Сергей Александров тренерăн вĕренекенĕ Денис Иванов хỹтĕленĕ. Ăнăçлă та! 71 килограма çитичченхи виçере вăл кĕмĕл медаль çĕнсе илме пултарнă.
ПодробнееЧăваш Республикин физкультурăпа спорт министерстви "Ĕçе тата оборонăна хатĕр" Пĕтĕм Раççейри физкультурăпа спорт комплексĕн кăçалхи I кварталти рейтингне пĕтĕмлетнĕ. Ăна тăхăр кăтартăва пăхса хакланă, çав шутра хаçатра пичетленĕ материалсене те шута илнĕ. Пирĕн округ, Каçалсем хыççăн, 2-мĕш вырăн йышăннă. Виççĕмĕш - Тăвайсем. Вĕсем 2023 çула та çак йĕркепех вĕçленĕччĕ.
Подробнее