Четверг, 28 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Человек дела (Страница 13)

Тĕнче уçлăхне – пĕрремĕш

Юрий Гагарин 1961 çулхи апрель уйăхĕн 12-мĕшĕнче ирхине 6 сехетре Казахстанри Байконур космодромран тÿпене çĕкленнĕ – космоса çул уçнă тĕнчери пĕрремĕш космонавт пулса тăнă. Юрий 1934 çулхи мартăн 9-мĕшĕнче Смоленск облаçĕн Гжат районĕнчи Клушино ялĕнче çуралнă. Пулас космонавт шкул хыççăн Мускав облаçĕнчи Люберцы хулинче вырнаçнă ял хуçалăх транспорчĕн, Саратоври, каярах Оренбургри

Подробнее

Халăхпа пурăнакан халсăр мар

Ĕнер 60 çул тултарнă Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхне Леонид Анатольевич Кошкина сумлă юбилей ячĕпе чун-чĕререн саламлакансем нумаййăн пулнинчен тĕлĕнессĕмĕр çук. Ялан халăх хушшинче пулма хăнăхнă – 13 çул пĕр улшăнмасăр 7 ял территорине пĕрлештерсе тăракан административлă орган ертÿçин тивĕçĕсене чыслăн пурнăçлакан, малтан та яваплă ĕç вырăнĕсенче вăй хунă çак

Подробнее

Ĕçченлĕхпе, ăс-тăнпа палăрнă йăх

Патреккел ялĕнчи Ястребовсен йăх-несĕлĕ ĕçченлĕхпе тата тăрăшулăхпа палăрнă çынсенчен пуян. Ястребовсен асли Филипп патша çарĕнче 25 çул хĕсметре тăнă. Вăл таврăннă çĕре ывăлĕ çулланнă каччă, хĕрĕ качча каймалли пике пулнă. Йăха малалла тăсакан Ефрем Филиппович 1852-1939 çулсенче пурăннă. Вăл салтак ачи пулнипе унăн амăшне, аппăшне тата хăйне те çĕр паман. Ефрем

Подробнее

Юратнă ĕçре телейне тупнă

Кĕçĕн Таяпа ялĕнчи культура керменĕ аякранах мăнаçлăн курăнса ларать. Вăл капмар, икĕ хутлă. Пĕлтĕр культура çуртĕнче пысăк юсав ĕçĕсем ирттернĕ. Ун хыççăн унта пушшех ăшăлăх, хăтлăх хуçаланма пуçларĕ. Ахальтен мар иртнĕ çулхи ĕç итогĕсем тăрăх культура çурчĕ чи лайăххисен йышне кĕчĕ. Паллах, çакăнта унăн ертÿçин Глафира Григорьеван тÿпи калама çук

Подробнее

Тĕп бухгалтерта – 35 çул

Надежда Львова 35 çул пĕр улшăнмасăр районти тĕп больницăра тĕп бухгалтерта тăрăшать. Шаннă ĕçре пур ăсталăхне хурса ĕçлет Надежда Петровна, тивĕçе вăхăтлă пурнăçлать. Надежда Патреккелти 8 çул вĕренмелли шкул хыççăн Шупашкарти планпа экономика техникумне вĕренме кĕрет. Кунта алла специальность илнĕ хыççăн тĕп хулари аш-какай комбинатĕнче 2 çул бухгалтерта тăрăшать. Тăван тăрăха

Подробнее

График, скульптор

Пуш уйăхĕн пуçламăшĕнче Чăваш патшалăх художество музейĕнче Владимир Кудряшев ÿнерçĕн куравĕ уçăлнă. Владимир Владимирович Кудряшев /Кудряшов/ – пирĕн ентеш, 1902 çулхи утă уйăхĕн 25-мĕшĕнче Хусан кĕпĕрнинчи Теччĕ уесĕнчи Кĕçĕн Елчĕкре /халĕ Епчĕк/ столяр çемйинче çуралнă. Ашшĕ иккĕ авланнă. Иккĕмĕш арăмĕнчен тăхăр ача пулнă. Аслисен – Петрпа Владимирăн – пĕчĕкренех ÿкерÿ патне

Подробнее

Ентешĕн çĕнĕ ĕçĕ

Константин Иванов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх академи драма театрĕн репертуарне спектакль – «Чуххăм Ванькка авланать – кай-кай-кай...» ятлă икĕ пайлă камит кĕртнĕ. Кулăшла самантсемпе, ăшă шÿтсемпе, юрă-ташăпа пуян спектакль-камите Шăмалак ялĕнче çуралса ÿснĕ Владислав Николаев пьеси тăрăх лартнă. Спектакль театр сцени çинче çĕнĕ çулта сезон вĕçленичченех пулать. Çакна та каласа хăварар:

Подробнее

Ĕçне чунтан парăннă

Елчĕкри 40-мĕш аптека администрацийĕ çын уйрăмах нумай пулакан вырăнсенче – тĕп больницăра тата автовокзалта хушма аптека пункчĕсене йĕркеленине районта пурăнакансем ырласа калаçнине нумай хут илтме тÿр килнĕ. Автовокзалти аптека пунктне ертсе пыма Лидия Макова фармацевта шанса панă. 30 çула яхăн çак профессире тимлесе пысăк ăсталăх пухнă, аслă квалификацие те тивĕçлĕ пулнă

Подробнее

Тавах тивĕçлĕ воспитанишĕн

Ывăл-хĕрĕ тивĕçлĕ воспитани илсе пурнăç çулĕ çинче çирĕп тăни, çĕршывшăн усăллă çынсем пулни ашшĕ-амăшĕшĕн пысăк телей. Елчĕк ялĕнче пурăнакан Виталий Георгиевичпа Галина Витальевна Черновсем икĕ ывăл çитĕнтернĕ. Алексей 11-мĕш класран вĕренсе тухсан И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика университетĕнчи физикăпа математика факультетĕнче пĕлÿ илнĕ. Паянхи кун çемйипе Шупашкарта пурăнать вăл, «Водоканал» АОра тăрăшать. Çемьере

Подробнее

Улми-çырли сентре тулли

Елчĕкри «Автотур» территорийĕнче вырнаçнă уйрăм çыннăн – Сергей Красновăн улма-çырлапа, тĕрлĕрен пахча çимĕçпе, апат-çимĕçре усă курмалли ытти таварсемпе сутă тăвакан лавккинче кун каçипе те çын татăлма пĕлмест. Таварсене туянакансем йышлăн пулнăран, тепĕр чухне черетре те тăма тивет. Унта кĕрсен çак тутлă, куçа илĕртекен, сывлăхшăн пит усăллă мăйăр тĕшшине /вĕсем кунта темиçе

Подробнее