Четверг, 2 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Человек дела (Страница 12)

Çĕр çинчи ырă йĕр

Шăпа ăна иртĕхтермен. Ашшĕне астуман – пурнăçран ир уйрăлнă. Кăмăл-туйăм çирĕплĕхĕ, пуçарулăхĕ, йывăрлăха хăйĕн çине илесси – аслашшĕнчен. Сăпайлăхпа тараватлăхĕ – амăшĕнчен. Ĕçченлĕхĕ хăй çуралса ÿснĕ Кивĕ Арланкассинчи хастар çынсемпе юнашар туптаннă. Вăрçă пуçланнă çулхине Анатолий Димитриев 15-ре пулнă. Тепĕр икĕ çултан фронта тухса кайнă, Япони милитарисчĕсене хирĕç çапăçнă. Вăрçă хыççăн

Подробнее

Ентешĕмĕрсене – ят-сум

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2019 çулхи çĕртме уйăхĕн 17-мĕшĕнче кăларнă указĕпе килĕшÿллĕн ĕçри çитĕнÿсемшĕн тата нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн «Трактор тăвакансен культура керменĕ» халăхсен туслăх çурчĕн учрежденийĕн нацисем хушшинчи мероприятисене йĕркелессипе ĕçлекен специалистне Тамара Васильевна ИШМУРАТОВĂНА «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ», Шупашкарти «Лама» АОн генеральнăй директорне Николай Александрович МИЛЛИНА

Подробнее

«Чи лайăх командир»

Спорта кăмăллакан çамрăксем сахал мар пирĕн районта. Лаш Таяпа ялĕнче пурăнакан Наталья Вячеславовнăпа Вячеслав Дмитриевич Самсоновсен кĕçĕн ывăлĕ Дмитрий вĕренÿре те, спортра та харсăр. Дмитрий хăй хастар спортсмен пулнине районта иртекен çамрăк армеецсен «Зарница» тата «Орленок» вăййисенче те аван кăтартса парать. «Чи лайăх командир» ята та тивĕç пулчĕ вăл çак вăйăсенче. Нумаях

Подробнее

Хастар инженер

Анатолий Иголкин /литературăри псевдонимĕ – Арлановский/ Çĕнĕ Арланкасси ялĕнче çуралнă. Ашшĕ учительте ĕçленĕрен-и – вĕренÿ патне туртăм питĕ пысăк пулнă унăн: тĕрлĕ çулсенче Шупашкарти автошкулта, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче, Ижевскри механика институтĕнче, Удмурт патшалăх университетĕнче, аспирантурăра пĕлÿ илнĕ. Вăл Шупашкарти «Чувашкабель», груз турттаракан автотранспорт предприятийĕнче ĕçленĕ хыççăн комсомол путевкипе В.И.Чапаев

Подробнее

Хырла хĕрринчен Антарктида таран

Николай Кириллович Романов Шăмалакра çуралнă. Ялти шкулта 7-мĕш класс пĕтернĕ хыççăн Казахстанри Караганда хулине монтажник-каменщик профессине вĕренме тухса кайнă. Унтанах çар ретне тăнă: Çурçĕр флотне лекнĕ кĕрнеклĕ каччă, анчах тинĕсре мар, çыран çинче ирттернĕ хĕсметне. Çапах та тинĕс тени хирпе вăрман тĕнчинче çитĕннĕ Николай Романовăн чунĕнчи куçа курăнман хĕлĕхĕсене сĕртĕнсе

Подробнее

«Тавтапуç, уроксен вĕçĕ çуккишĕн…»

юрăран пуçланчĕ Елчĕкри вăтам шкулта йĕркеленĕ СССР халăх учителĕн Петр Черновăн 90 çулхи юбилейĕпе çыхăннă мероприяти. Кашни çыннăн кун-çулĕнче хăйĕн Вĕрентекенĕ пур. Вăл ăна пĕлÿ тĕнчипе паллаштарнипе пĕрлех пурнăçа та вĕрентет. Петр Никифорович пĕтĕм вĕренекеншĕн те хăйĕн вăхăтне, вăй-халне, чун-чĕре ăшшине шеллеменскер, паян та нумайăшне тивĕçлĕ сĕнÿ-канашпа пулăшать. Çавăнпа унпа тĕл

Подробнее

Халăха анчах мар, пăчкăна та «юрлаттарнă»

Патреккел халăх хорĕ пирки республикăра анчах мар, унăн тулашĕнче те пĕлмен е илтмен çын сахал пуль. Кирек ăçта пулса кампа та пулин паллашсан, ăçтан пулнине каласан час-час: «Сирĕн унта хор пур. Борисова пĕлетпĕр», – тенине илтме питĕ кăмăллă. Тăван ялăмăрта çакăн пек паллă çын пурăнни мăнаçлантарать те. Çак кунсенче хор

Подробнее

Ырă ят ылтăнран хаклă

Тăхăр теçетке çула хыçа хăварса та ыйхă мĕнне пĕлмест СССР халăх учителĕ Петр Чернов. Яланхи йăлапа хĕвелпе пĕрле вăранать те унран каярах çывăрма выртать. Ура çине тăрсанах çĕнĕ кун илемĕпе, çурхи кайăксен çепĕç юррипе киленет, чăх-чĕпе апат парать. Çурхи хĕвел ăшшăн пăхнăран симĕс курăк вăй илсе пынине сăнама кăмăллать вăл. Иртнĕ

Подробнее

Тимĕре «чун» кĕртет

Ылтăн алăллă ăста пулнипе палăрса тăрать Леонид Григорьев уйрăм предпринимателĕн «Ритуал» предприятийĕнче сварщикре тăрăшакан Владимир Гаврилов. Тимĕре хăйĕн кăмăлне каймалла авкалать анчах вăл: эрешлесе карта, таканкки, мангал, сак-тенкел тата ытти хатĕр ăсталать. Унăн ĕçĕпе заказчиксем яланах кăмăллă. Çамрăклах, электрогазосварщик профессине алла илнĕренпех, тăрмашать юратнă ĕçĕпе. Маларах вăл Елчĕкри крахмал туса кăларакан

Подробнее

Вĕлле хурчĕ пек ĕçчен

Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Кÿлхĕрри урамра пурăнакан Петровсем – Зинон Аркадиевичпа София Викторовна – ĕçчен çынсем. Кил хуçи хĕрарăмĕ – Соня аппа хурт-хăмăр ăсти те. Вĕсен çемйинче пыл хурчĕ ĕрчетесси ламран-лама куçнă. Соня аппан ашшĕ Виктор Осипович Осипов ĕлĕкех нумай вĕлле тытнă. Пахчаçăра, бригадирта вăй хунă ялти çак хисеплĕ çын ачисене пурне те

Подробнее