Четверг, 28 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Человек дела (Страница 14)

Чемпион ватăлма шутламасть

Хальхи вăхăтра Пĕтĕм Раççейри «Отцовский патруль. Мы ГоТОвы!» акци пырать. Аса илтеретпĕр, ăна çемьесенче сывă пурнăç йĕркине пропагандăлас, çемьепе пĕрле канассине анлăлатас, çемьесем ГТО нормисене парассине сарас тĕллевпе йĕркеленĕ. Районта физкультурăпа спорта юратакансем, тĕрлĕ çитĕнÿсем тунă çемьесем сахаллăн мар. Вĕсен йышне Аслă Елчĕкри Петрушкинсем те тивĕçлипе кĕреççĕ. Тĕлĕнмелле те, халĕччен спорт теминчен аякра

Подробнее

Телейне ĕçре тупнă

Мария Филипповна Филатова /хĕр чухнехи хушамачĕ – Николаева/ Элекçей Тимеш ялĕнче йышлă çемьере çуралса ÿснĕ. Вунă пĕр тăван пулнă вĕсем: Петр, София, Ананий, Леонтий, Анна, Арсений, Валентина, Мария, Елизавета, Нина. Вĕсенчен виççĕшĕ – Анна, Арсений, Валентина чире пула çамрăклах пурнăçран уйрăлнă. Амăшĕ – Ирина 1911, ашшĕ – Филипп 1910 çулсенче çуралнăскерсем,

Подробнее

Халăх хисепне тивĕçнĕ çын

Таяпа Энтри ялĕнче çуралса ÿснĕ Григорий Григорьевич Шадриковăн ячĕ-сумĕ пысăк. «Хисеп Палли» орденĕн кавалерĕ çуралнăранпа кăçалхи кăрлачăн 19-мĕшĕнче 100 çул çитрĕ. Çавна май унăн пархатарлă та сумлă ĕçĕсем çинчен аса илмеллех тесе шутлатпăр. Вăл 1919 çулта çуралнă. Ялти шкултан вĕренсе тухсан, 1934-1938 çулсенче колхозра ĕçленĕ. 1939 çулта механизаци шкулне вĕренме кайса

Подробнее

Эс пуртан эпир вăйлă…

Аслă Пăла Тимеш ялĕнче пурăнакан Олимпиада Емельяновнăпа Василий Семенович Шахеевсем ял çинче тирпейлĕ те ĕçчен пулнипе палăрса тăраççĕ. – Ĕмĕрĕпех ĕçшĕн çуннă, ĕçпе савăннă, ĕçре чуна йăпатнă, – тет шăпах паян 70 çул тултаракан Олимпиада Емельяновна /Липа аппа теççĕ ăна ялта/. Хĕрарăм çине пăхсан 7 теçетке çула çитнĕ тесе калама ниепле те

Подробнее

Ÿркенмесен ăста пулатăн

Тивĕçлĕ канăва тухсан тăван ен кăчăк туртнă Николай Кузьмина. Çамрăкла Чĕмпĕр тăрăхне тухса кайнăскер, ял хĕрĕпе çемье çавăрнă, ача-пăча çитĕнтернĕ. Николай Димитриевич пенсие тухиччен механизаторта тăрăшнă. Хастар ĕçленĕшĕн ят-сума тивĕçнĕ. Виçĕ çул каялла мăнукĕ хăма çине тунă ÿкерчĕке çунтарса ÿкерме вĕреннĕ. Ун хыççăн аслашшĕ те çак «чирпе» чирленĕ. Пуçланнă вара хваттерте

Подробнее

Хастар водитель

1983 çултанпа Елчĕкри прокуратурăра водительте тăрăшать Владимир Пчелов. Ĕçне чунтан парăннăскер çак çулсем хушшинче сахал мар Хисеп хутне тата парнесене тивĕçнĕ. Тăрăшуллă ĕçшĕн «Республикăри чи лайăх водитель» ята та çĕнсе илнĕ вăл. Çак кунсенче Владимир Никандровича Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев черетлĕ наградăпа – Тав сăмахĕпе тата парнепе – алла çыхмалли

Подробнее

Ĕмĕр тÿрленмен суран…

Кашни çынах çĕр çинче Телей курма çуралать. Темшĕн телейĕ вара Аякра тарса пырать... 1933 çулхи кăрлач сиввинче Аслă Пăла Тимеш ялĕнчи Кудрявцевсен çемйине иккĕмĕш хĕр ача çут тĕнчене килнĕ. Тăххăрăн пĕр тăван пулнă вĕсем. Ку çулсенче ялти хресченĕн пурнăçĕ çăмăл пулман. Çавăнпа та çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн Нина аппа пĕрлештернĕ хуçалăхăн сысна фермине ĕçе

Подробнее

Юратнă ĕçре

Вероника Немцева Елчĕкри 1-мĕш номерлĕ почта çыхăну уйрăмĕнче операторта тăрăшать. Шаннă ĕçе чун-чĕререн юратса, яваплăха туйса пурнăçлать вăл, клиентсемпе ăшшăн та тараватлăн калаçать, ырă чĕлхеллĕ пулнипе палăрса тăрать. Шупашкарти çыхăну техникумĕнчен вĕренсе тухсанах тăван тăрăха таврăннă хĕр, асăннă почта çыхăну уйрăмĕнче тăрăшма пуçланă. Кĕске вăхăтрах пултарулăхĕпе палăрма ĕлкĕрчĕ вăл. Иртнĕ

Подробнее

Илеме чунпа туякан Санька

Раштав уйăхĕн вĕçĕнчи пĕр илемлĕ кун Шăмалак ялĕн асамлăхĕпе киленсе чун-чĕре савăнăçпа, ырăлăхпа тулчĕ. Ытла та хитре те илĕртÿллĕ кунти тавралăх. Ĕçчен те пултаруллă çынсем пурăннипе мухтанмалăх та пур. Вăрман çумĕнчех вырнаçнă Упи кассине çитнĕрен чи малтанах укăлча хĕрринчи çатан картасем куç тĕлне пулчĕç. Яла Патăрьел районĕнчен пырса кĕнине пĕлтерекен

Подробнее

Куллен рейсра

«Эмметево» ОООра водитель пулса вăй хуракан Валерий Захарова ял-йыш ĕçчен çын, пуçаруллă, тăрăшуллă пулнăшăн сума сăвать. Хĕлĕн-çăвĕн хуçалăх производствинче тимлет вăл. Хăйне шанса панă кирек хăш ĕçе те пысăк тăрăшулăхпа пурнăçланăшăн дирекци енчен ăна пĕр хутчен анчах мар тав тунă. Валерий Захаровăн кулленхи ĕçĕ пысăк яваплăхпа çыхăннă. Сĕт турттаракан автомашинăна шанса панă

Подробнее