Понедельник, 25 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение (Страница 6)

Туберкулез çинчен мĕн пĕлмелле?

Туберкулез чирĕ чăннипех хăрушă - вăрттăн тата хăвăрт аталанать, çитĕннисене те, ачасене те уямасть. Туберкулеза иртерех мĕнле тупса палăртма пулать-ха, унран сывалма пулать-и? Çак ыйтусене республикăри туберкулеза хирĕç кĕрешекен диспансерĕн участок врачĕ Маргарита Ивановна Пикусова хуравлать. - Маргарита Ивановна, туберкулез мĕнле чир-ха? - Сывлăх сунатăп, хисеплĕ вулакан. Юлашки çулсенче пĕтĕм тĕнчипех эпидемиологи

Подробнее

Аякри ялсене

"Сывлăх сыхлавĕ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн Елчĕкри тĕп больница çумĕнчи куçса çỹрекен фельдшерпа акушер пункчĕ округ центрĕнчен аякра вырнаçнă ялсене çитсе халăха тĕрлĕ медицина пулăшăвĕ парать. Ирина Смирнова гинеколог тухтăр пĕлтернĕ тăрăх, июль пуçламăшĕнче специалистсен пĕр ушкăнĕ Кушкă, Исемпел ялĕсенче пулнă май, çынсем диспансеризаци тата профилактика тишкерĕвне тухассине йĕркеленĕ. Ватăсене тата чирлисене

Подробнее

Сăлтавĕ тĕрлĕрен

Елчĕкри тĕп больницăра организм иммунитетне çирĕплетессипе çыхăннă эрнелĕх профилактика мероприятийĕсем иртнĕ. Çак тĕллевпех çамрăк ашшĕ-амăшĕн шкулĕн черетлĕ занятийĕнче ачасен иммунодефицитне йĕркелесси пирки калаçнă. Надежда Кускова педиатр тухтăр палăртнă тăрăх, ку тĕлĕшпе организм хавшани пăлханнипе, ывăннипе, япăх çывăрнипе çыхăннă. Пĕчĕккисен пурнăç йĕркине тĕрĕс мар йĕркелесен те, тĕрĕс мар апатлантарсан та япăх тĕслĕх

Подробнее

Вĕреннине çирĕплетме

Елчĕкри тĕп больницăра çулсеренех пулас медиксем вĕреннине ĕçре çирĕплетеççĕ. Кунта Шупашкарти медицина колледжĕн 12 студенчĕ хăйсен вĕренĕвне практикăра тĕрĕсленĕ ĕнтĕ, зачет та илнĕ уншăн. Çак кунсенче вара сыватмăша пулас тухтăрсен ушкăнĕ килсе çитнĕ. 16 практикант тĕп тухтăрпа, тĕп медицина сестрипе тата пулас наставниксемпе иртнĕ пĕрремĕш тĕл пулура больница историйĕпе, унăн пурлăхпа техника

Подробнее

Предупредите, оцените, продлите…

В диспансеризацию старшего поколения внесены особые пункты, которые касаются изменений, связанных с возрастом, чтобы вовремя поставить правильный диагноз и направить на наблюдение к нужному специалисту. О том, какой видится сегодня проблема старения, и как в рамках нацпроекта "Демография" в Чувашии реализуют региональный проект "Разработка и реализация программы системной поддержки и повышения

Подробнее

«Чи лайăх провизор»

Алина Александрова Елчĕкри 40-мĕш номерлĕ аптекăра 2001 çултанпа вăй хурать. Вăл шкул хыççăн Шупашкарти И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи хими факультетĕнче вĕреннĕ, каярах пĕлĕвне куçăмсăр майпа Хусанта тарăнлатнă. Халăх ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерме тăрăшать аслă квалификаци категориллĕ провизор-технолог, шаннă ĕçе пĕлсе тата тĕплĕн пурнăçлать. Ăшă чунлăскер коллективра та, халăх хушшинче те

Подробнее

Тĕп больницăна — 170 çул

Кăçал округри тĕп больница хăйĕн 170 çулхи юбилейне паллă турĕ. Çавна май "Ял тата унăн çыннисем" черетлĕ проекта, хисеплĕ вулаканăм, округри тĕп больницăна тата унăн хастар ĕçченĕсене халалларăмăр. Тухтăрсем, медицина сестрисем, фельдшерсем, лаборантсем, техперсонал. Вĕсем пире пурнăçри чи хаклă пуянлăха - сывлăха паракансем тата упракансем. Сывлăх пуртан этем телейлĕ те

Подробнее

«Çĕнĕ ФАПа куç пек кĕтетпĕр»

Наци проекчĕсен тĕп тĕллевĕ - халăх пурнăçĕн шайне лайăхлатасси тата хăтлăлатасси, ăна ырă енне улăштарасси. "Сывлăх сыхлавĕ" наци проекчĕн пĕрремĕш звенине модернизацилеме май паракан программипе килĕшỹллĕн Елчĕк муниципалитет округĕнче кăçал Кивĕ Эйпеç, Тăрăм тата Аслă Пăла Тимеш ялĕсенче фельдшерпа акушер пункчĕсем тата врач амбулаторийĕ хăпартаççĕ. Çĕнĕ медицина учрежденийĕсенче чирлисене йышăнмалли, кĕтмелли,

Подробнее

Икĕ уява

паллă тунă Елчĕкри культура керменĕнче: округри тĕп больница 170 çул тултарнине тата Медицина ĕçченĕн кунне. Уява хутшăннисем больница историйĕпе сăн ỹкерчĕксен куравĕнче, мультимеди презентацийĕнче паллашнă. Çирĕклĕ Шăхалĕнчи вăтам шкул вĕренекенĕсем сăвăсенче шурă халатлисен çăмăл мар ĕç-хĕлне çутатнă. Округ пуçлăхĕн çумĕ - вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Владимир Николаев медиксене тата ветерансене уяв

Подробнее

Çынна пулăшмах килнĕ

Пулаççĕ вĕт çавăн пек çынсем - пĕтĕм чун-чĕрипе ĕçе парăннăскерсем. Вĕсенчен пĕри - Çĕнĕ Пăвари врач амбулаторийĕнчи медицина сестринче тăрăшакан Полина Михайловна Миронова. Сăнĕпе те, чунĕпе те хитре Кỹлпуç хĕрĕ вăтам шкул пĕтерсен Канашри медицина училищине вĕренме кĕрет. Диплом илнĕ хыççăн пĕр хушă Шупашкарти ача садĕнче ĕçлет. Çĕнĕ Пăва каччипе Вячеслав

Подробнее