Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование (Страница 45)

Çитĕнÿпе таврăннă

Çурла уйăхĕн 8-12-мĕшĕсенче Кăнтăр Сахалинскра нацин «Çамрăк профессионалсем» чемпионачĕн финалĕ иртнĕ. Ăмăртура Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ команди 15-мĕш вырăн йышăннă. Кунта çĕршывăмăрăн 70 регионĕнчи командăсем тупăшнă. Чăваш çамрăкĕсем 7 медаль çĕнсе илнĕ. Чемпионата 55 пине яхăн çын çитсе курнă. Шупашкарти электромеханика колледжĕнче ăс пухакан Александр Мусатов «Промышленность автоматики» уйрăмра ылтăн медале тивĕçнĕ. Анлă

Подробнее

Кадет корпусĕнче хăтлă

Паян Шупашкарти кадет корпусĕнче - уяв. Çĕнĕ керменте вĕренме те, пурăнма та условисем çителĕклĕ. Çак кермене хута ямашкăн ашшĕ-амăшĕпе студентсем те, волонтерсем те нумай тăрăшнă. – Тепĕр эрнере пирĕн вĕренекенсем сбора тухса кайĕç: 5-7-мĕш классем – Крыма, 8-11-мĕшсем – Пермь хулине. Унта вĕсем физкультурăпа спорт занятийĕсенче ăсталăхне аталантарнисĕр пуçне пĕлĕвне те анлăлатĕç,

Подробнее

Ашшĕ-амăшĕпе тĕл пулĕç

2019 çулхи ППЭ, 9 классен патшалăх аттестацийĕ, Раççей шайĕнчи тĕрĕслев ĕçĕсем, вĕрентÿ пахалăхĕн наци тĕпчевĕсем тавра пухăннă ыйтусен хуравĕсене сентябрĕн 14-мĕшĕнче 11 сехетре илтме май пулĕ. Шăпах ун чухне Рособрнадзор ертÿçипе Сергей Кравцовпа ведомство представителĕсем «Раççей паян» тĕнче шайĕнчи мультимеди пресс-центрĕнче ашшĕ-амăшĕпе тĕл пулĕç. Мероприяти вăхăтĕнче регионсене те тÿрĕ эфира кăларма палăртнă.

Подробнее

Шкул умĕнхи арифметика

Паян – пĕлÿ кунĕ. Капăр тумлă ачасем савăк кăмăлпа шкулалла чупаççĕ. Шкул форми тăхăннă, илемлĕ чечек çыххи йăтнă вĕренекенсене пăхса ытарма çук. Ашшĕ-амăшне çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленнипе çыхăннă ĕç мĕн хака кайса ларнă-ха; Чăвашстат специалисчĕсем шăпах апат-çимĕç ушкăнне кĕмен хăш-пĕр таварсен сутлăхри республикăри вăтам хакĕсемпе паллаштарас тĕллевлĕ. Илнĕ таварсен вăрăм списокĕнче чи

Подробнее

Ÿсĕмсем, çивĕч ыйтусем, малашлăх

тавра калаçу пычĕ учительсен йăлана кĕнĕ августри канашлăвĕнче. Педагогсен кăçалхи уçă калаçăвне – секци занятийĕсене Çирĕклĕ Шăхалĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта ирттерни ыт ахальтен мар. 14 секцине пуçтарăннă 300 ытла педагог чи малтанах самана таппипе тан утакан шкулпа тĕплĕн паллашрĕç. Виктор Карчиков директор ертсе пыракан туслă коллектив тăрăшулăхне пула классенче

Подробнее

«Эпĕ учитель ĕçнех суйласа илĕттĕм»

Урампа утса пырать-и вăл е çăмăл машина рульне тытса пырать – çак вăтам пÿ-силлĕ, пит-куçĕнче яланах хĕвел шевли вылякан çутă сăн-питлĕ учителе арçынсем алă парса сывлăх сунаççĕ, çăмăл машинисене кăшкăртса, урăхла каласан, пуçĕсене хисеплĕн тайса иртсе каяççĕ. Вăтам шкултан вĕренсе тухнă яш-кĕрĕм ăна чун-чĕререн хисеплесе калаçнине пĕрре мар илтнĕ. – Чăн-чăн

Подробнее

Педагогсем – республикăри канашлура

Августăн 23-мĕшĕнче Шупашкарта вĕренÿ тытăмĕнче тăрăшакансен йăлана кĕнĕ августри конференцийĕ иртнĕ. Тăватă кун хушшинче 44 дискусси площадкинче секци занятийĕсем иртнĕ. Унта пирĕн районти вĕрентекенсем те хастар хутшăннă, умра тăракан тĕллевсене палăртнă, хумхантаракан ыйтусене сÿтсе явнă. Тĕп докладпа ЧР вĕренÿ министрĕ Александр Иванов тухса калаçнă. Конференцие хутшăннисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă,

Подробнее

Автобуссем çула тухма хатĕр

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ умĕн районти шкулсенчи 12 автобус та техника тĕрĕслевĕ витĕр тухнă. Паянхи автобуссем ачасене илсе çÿреме питĕ меллĕ, хăрушсăрлăх пиçиххийĕсем, шкул портфелĕсене хумалли ятарлă вырăн тата çулçÿреве çăмăллатма пулăшакан ытти хатĕр те пур. Тĕрĕслев вăхăтĕнче палăртнă çитменлĕхсене вырăнтах татса панă. Автобуссен водителĕсемпе инструктаж ирттернĕ. Водительсем пирки калас пулсан, вĕсем кашниех

Подробнее

Пĕтĕмпех – ачасен ырлăхĕшĕн

Иртнĕ ырă вăхăтсенченех çирĕп йĕркене кĕнĕ йăла – шкулсем çĕнĕ вĕренÿ çулне кĕтсе илме епле хатĕрленнине комиссипе тĕрĕслесе хак парассин пĕлтерĕшĕ паянхи куншăн та актуаллă пулнине район ертÿлĕхĕ асра тытать. Çакна тĕпе хурса эпир те, журналистсем, кашни çул виçĕ ушкăна пайланса вĕренÿ учрежденийĕсенче пулса куратпăр. Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ –

Подробнее

Шкулсем капăр, хăтлă

Район администрацийĕн вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн информаципе методика центрĕн аслă методисчĕ Сергей Скворцов ертсе пыракан комисси членĕсем чи малтанах Елчĕкри вăтам шкулти пуçламăш классенче вĕренекенсен пĕлÿ çурчĕпе паллашрĕç. Кунтах ачасемпе çамрăксен пултарулăх çурчĕпе психологипе педагогика, медицина тата социаллă пулăшу центрĕ вырнаçнă. Пуçламăш классенче кăçал 256 ача пĕлÿ илĕ, вĕсенчен 62-шĕ

Подробнее