Понедельник, 16 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 932)

Лейкоз — инфекци чирĕ

Ĕне выльăхсен вăраха пыракан инфекци чирĕпе - лейкозпа - ытларах сĕт нумай паракан ĕнесем, сайра хутра лашасем, сурăхсем, сыснасем, килти ытти выльăхсем чирлеме пултараççĕ. Мăйракаллă шултра выльăхсен лейкозĕ экономика тĕлĕшĕнчен пысăк тăкак кỹрекен чир-чĕр йышне кĕрет. Лейкоз - юн чирĕ, халăхра ăна юн ракĕ теççĕ. Чире вирус пуçарать, вăл юнра пулать.

Подробнее

Тĕнчипех палăрнă

Çуткỹл хĕрĕ 50-60-70 çул каялла пирĕн республикăра физкультурăпа спорт, хальхи саманарипе танлаштарсан, темиçе хут япăхрах аталаннă. Апла пулин те хăйсен юратнă спорт тĕсĕсене суйласа илме пултарнă яшсемпе хĕрсем çĕршывĕпех чапа тухма пултарнă. Пысăк çул çине тухма вĕсене çирĕп тỹсĕмлĕх, ашшĕ-амăшĕ парнеленĕ сывлăх тата Турă пулăшса пынă пулинех. Эпĕ тĕшмĕртнĕ тата

Подробнее

Уява лайăх кĕтсе илер

Çĕнĕ çул çитиччен шутлă кунсем юлчĕç. Уява ача-пăча, çамрăксем кăна мар, аслă ăру çыннисем те чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Кашниех елкăна хитре илемлетме тăрăшать, тĕрлĕ-тĕрлĕ теттепе капăрлатать. Уява ирттернĕ вăхăтра çак йĕркесене çирĕп пурнăçламалла: елкăна ирĕк пỹлĕмре ирттермелле, тухса çỹремелли коридорсем ирĕк пулмалла, запас алăксене çăрапа питĕрмелле мар. Алă айĕнче огнетушитель, кашма, витрепе

Подробнее

Йывăр та яваплă професси

Елчĕк районĕнчи электричество сечĕн коллективĕнче 34 çын тăрăшать. Энергетиксем районти 53 ялти 8 пин ытла абонента, 247 организаци-предприятие çутă парса тăрассишĕн, Елчĕкри, Курнавăшри, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи, Сăрьелĕнчи распределительсем кирек мĕнле çанталăкра та пĕр чăрмавсăр, тухăçлă ĕçлеччĕр тесе яваплăха туйса тăрăшаççĕ. Кунти баланс ушкăнне Алексей Хушкин ертсе пырать. Вăл çак отрасльте 17 çул

Подробнее

Аваллăхсăр малашлăх çук

Елчĕкри историпе тăван тавралăх музейне йĕркеленĕренпе 45 çул çитрĕ. Лаш Таяпара çуралса ỹснĕ Петр Сидоров Елчĕк райкомĕн иккĕмĕш секретарĕнче ĕçленĕ чухне район центрĕнче музей йĕркелесе янă. Малтанхи музей районти культура çуртĕнче иккĕмĕш хутри пушă пỹлĕмсенче вырнаçнă. 1992 çулта ăна ятарлă çурта куçарнă. Экспозицисем хатĕрлессинче Елчĕксене Чăваш Республикинчи краеведени музейĕн ĕçченĕсем нумай

Подробнее

Интернет та суд сакки çине лартать

Интернетри тĕрлĕ сайтсенче иккĕленỹллĕ информацисене "лайк" пуснипе е страницăна вырнаçтарнипе, репост тунипе суд тенкелĕ çине ларма пулать тенине илтрĕм. Тĕрĕсех-ши? Ытти тĕслĕхсем пирки те каласа параймăр-и? Д.МАКСИМОВА. - Тĕрĕсех. Çакă чи малтанах экстремизм, нацисем хушшинчи хирĕçỹ çуратакан информацисене, сăн ỹкерчĕксемпе видеоматериалсене саракансене пырса тивет. Кунашкал тĕслĕхсем пирĕн республикăра пулкаланă. Сăмахран,

Подробнее

Профилактика тĕп вырăнта

Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Леонард Левый район администрацийĕн структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттернĕ черетлĕ канашлура район шайĕнчи çивĕч ыйтусене пăхса тухнă. Кун йĕркине кĕртнĕ пĕрремĕш ыйту Елчĕк район территорийĕнче правăна пăсассине тата преступлени тăвассине асăрхаттарас енĕпе ĕçлекен органсен ĕç-хĕлне тишкересси пулчĕ. Хăйĕн калаçăвне Леонард Левый

Подробнее

Африка чуминчен асăрханар

Пăрачкав тăрăхĕнчи вăрман хуçалăхĕнче сыснасен Африка чумин вирусĕ ернĕ хир сыснине тупса палăртнă. Çавна май декабрĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов ертсе пынипе Правительствăн выльăх чирĕ анлă сарăлассине хирĕç кĕрешекен чрезвычайлă комиссин черетсĕр ларăвĕ пулса иртнĕ. Унта республикăри министерствăсемпе ведомствăсен,

Подробнее

Тимлĕх кирлĕ

Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсем çывхариччен шутлă кунсем юлчĕç. Çавăнпа та граждансене уяв кунĕсенче уйрăмах тимлĕ те сыхлăхлă пулма ыйтатпăр. Уяв инкек ан кỹтĕр тесен пиртен кашнийĕн пушар хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнмаллине асра тытмалла. Предприяти-организацисенче чи малтанах уяв ирттерес енĕпе яваплă çынсене çирĕплетмелле. Вĕсен пушар асăрхавĕн районти уйрăмĕнче пушар хăрушсăрлăх

Подробнее

Сыхă пулар

Терроризм çĕршывсемшĕн чи хăрушă тăшман пулса тăчĕ. Çавăнпа террора хирĕç тăма, унран тĕрлĕ майсемпе сыхланма пĕлмелле. Урамра е чарăнура, çуртсен умĕнче тăракан хуçасăр сумка, коробка, пакет тата ытти хатĕр кашнинех сисчĕвлентерме тивĕç. Çакăн евĕр япаласене тĕкĕнме, уçса пăхма, вырăнтан куçарма юраманнине асрах тытмалла. Малтан çывăхри çынсенчен ыйтмалла, тен, япалисене манса

Подробнее