Понедельник, 16 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 931)

Тăкаксене саплаштарĕç

РФ Правительствин хушăвĕпе килĕшỹллĕн федераци бюджетĕнчен 2017 çулта чрезвычайлă лару-тăрăва лекнĕ 18 регионти аграрисене, вăл шутра Чăваш Енрисене те, компенсаци параççĕ. Пирĕн республикăна патшалăх çут çанталăк пăтăрмахĕсене пула тỹснĕ тăкаксемшĕн 54495,7 пин тенкĕ уйăрнă. Чăваш Енре ял хуçалăх культури 19562 гектар пĕтнĕ, Раççей Ял хуçалăх министерстви 9517 гектарĕшĕн тăкаксене саплаштарма йышăннă. Аса

Подробнее

Суйлав уçă ирттĕр

Чăваш Республикин Общество палати малашне республикăри Тĕп суйлав комиссийĕпе çыхăнса ĕçлĕ. Çакăн пирки калакан килĕшĕве Общество палатин тата Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕсем Алексей Судленков тата Александр Цветков алă пуснă. Мероприятие уçнă май А.Судленков 2018 çулхи чи паллă пулăм - Раççей Президенчĕн суйлавĕ - çывхарса пынине палăртнă. "Пирĕн тĕллев - çак суйлав

Подробнее

Тỹлевсем пама пуçланă

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2017 çулхи ноябрĕн 29-мĕшĕнче виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасемшĕн уйăхсерен укçа тỹлесси çинчен указа алă пуснине нумай ачаллă çемьесем ырласа йышăнчĕç. 2017 çулта çуралнă виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасемшĕн çемьесем чỹк уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса пурăнма кирлĕ виçепе танлашакан тỹлевсене уйăхсерен илме пуçланă. Çак виçе Чăваш Енре

Подробнее

Айăпçăсене сăнасах тăратпăр

Айăплава пурнăçлакан управленин уголовнăй ĕçсем тăрăх йышăнусене пурнăçа кĕртнине тĕрĕслесе тăракан муниципалитетсем хушшинчи Патăрьелĕнчи инспекцин Елчĕкри уйрăмĕнче кăçалхи 11 уйăхра пурĕ 111 айăпçă учетра пулнă. Асăннă тапхăрта пурĕ 70 айăпçăна шута илнĕ, тĕрлĕ сăлтава пула 11 уйăхра 70 çынна шутран кăларнă. Айăплав вăхăтĕнче тивĕçĕсене йĕркеллĕ пурнăçласа пыманран инспекци ĕçченĕсем 39

Подробнее

Маларах шăнкăравласа çырăнăр

Халăха тĕрлĕ ыйтупа йышăнас тĕллевпе йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем час-часах тĕл пулусем йĕркелеççĕ. 2017 çулхи декабрĕн 26-мĕшĕнче Елчĕк район прокуратуринче (Елчĕк ялĕ, Октябрь урамĕ, 10-мĕш çурт) 11 сехетрен пуçласа 14 сехетчен граждансене тĕрлĕ ыйтупа йышăнаççĕ. Ыйтусем çине Чăваш Республикин прокуратурин гражданла тата арбитражла ĕçсене прокурорсем хутшăнассине тивĕçтерессипе ĕçлекен уйрăмăн начальникĕ -

Подробнее

Халăха йышăнаççĕ

Граждансен, обществăн тата патшалăхăн ирĕкĕсемпе саккунла интересĕсене хỹтĕлес ĕçре Раççей Федерацийĕн прокуратурипе тата йĕрке хуралĕн ытти ĕçченĕсемпе пĕрле следстви комитечĕн тỹпи пысăк. Раççей Федерацийĕн Следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн ĕçченĕсем вырăнсенче саккунсене пăхăнаслăх мĕнле шайра пулнипе кăсăкланса час-часах районсемпе хуласенче пулса халăха асăннă комитетăн тивĕçне кĕрекен ыйтусемпе йышăнаççĕ. 2017 çулхи

Подробнее

«Тимĕр утсене» асăрхар

Тĕрлĕ сăлтава пула автомашина хуçисем транспорт хатĕрĕсене никам асăрхавĕсĕр çул-йĕр хĕррине е ытти вырăна вăрах вăхăта лартса хăварнă тĕслĕхсем час-часах тĕл пулаççĕ. "Кукăр алăллисем" çакна кăна кĕтеççĕ тейĕн - автомашинăсем хуçасемсĕр юлнипе усă курса салонри тĕрлĕ япаласене е документсене "куç хываççĕ". Чылай чух хаклă япаласене йăкăртнипе анчах çырлахмаççĕ, "тимĕр утсене"

Подробнее

Сăмах малашлăх пирки пулĕ

Раштавăн 22_23-мĕшĕсенче Мускавра "Единая Россия" партин XVII съезчĕ иртет. Унта партин 2018 çулхи пĕлтерĕшлĕ тĕллевĕсене палăртĕç тата кадр ыйтăвĕсене пăхса тухĕç. Съездăн малтанхи кунĕнче пленарлă лару иртнĕ. Съезда пирĕн республикăран партин пуçламăш уйрăмĕсен секретарĕсем, ĕçре пысăк çитĕнỹ тунисем (пурĕ 7 çын) хутшăнаççĕ. Уставпа килĕшỹллĕн, делегатсен йышĕнче партин тĕп канашĕн членĕсем

Подробнее

5 «чỹрече» мелĕпе

Çак кунсенче Елчĕк районĕнче Федерацин Чăваш Республикинчи тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров пулнă. Чи малтанах вăл Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕпе Николай Миллинпа курнăçнă, тĕл пулу вăхăтĕнче ертỹçĕсем Елчĕк районĕнчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн малтанлăх пĕтĕмлетĕвĕсене тишкернĕ. Унтан тĕп инспектор Елчĕкри нумай функциллĕ центрта пулса кунта граждансене патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕ парасси мĕнле

Подробнее

Елчĕк ачисем — Мускавра

Декабрĕн 14-15-мĕшĕсенче Мускав хулинче Пĕтĕм Раççейри ораторсен конкурсĕн юлашки тапхăрĕ иртрĕ. Ăна Якути Республики Раççей патшалăхне кĕни 385 çул тата Якут халăхĕн поэчĕ Семен Данилов çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă. Мероприятие икĕ чĕлхепе вĕренекен шкулсенчи ачасем вырăс чĕлхине пахалăхлă усă курас, аталантарас тĕллевпе йĕркеленĕ. Конкурса Саха (Якути), Пушкăрт, Тутар, Тыва тата

Подробнее