Воскресенье, 4 декабря, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > хлеб

Кĕр уявне васкар-и? Пĕтĕмлетỹ тăвар-и?

Кĕр мăнтăрĕпе район шайĕнче йĕркелекен йăлана кĕнĕ ял хуçалăхĕнче тата продукцие тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен черетлĕ çулталăкри уявĕ те пысăк ушкăнра кĕрлесе иртсе кайрĕ. …Кăçалхи çанталăк условийĕнче вĕçе-вĕçĕн пулса пыма тивĕçлĕ уй-хирти пур ĕç те каярах юлнă. Çак сăлтава пула республикăри хăш-пĕр районсенче халĕ те çĕр улми, пахча çимĕç, техника культурисене пухса

Подробнее

Çĕр-аннемĕр пире тăрантарать те, тумлантарать те

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов иртнĕ эрнере пирĕн района ĕçлĕ тĕл пулупа килсе çитнĕ май "Слава картофелю - Яльчики" агрофирма" ОООра тата Курнавăшри Н.Гладков хресчен (фермер) хуçалăхĕнче пулса курма кăмăл тунă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый вара ял хуçалăх организацийĕсенче иккĕшĕнче те, кĕркуннехи уй-хир

Подробнее

Цветковсем — çĕнтерỹшĕн!

Чăн-чăн çĕр çыннисем - Курнавăш ялĕнче пурăнакан хресчен (фермер) хуçалăхĕсене йĕркелесе пыракан Цветковсем - Юрий Николаевичпа Елена Витальевна çак çулсем тăршшĕпех ырми-канми тăрăшуллă ĕçĕ-хĕлĕпе палăрса тăнисĕр пуçне, тĕнчери лару-тăру çивĕчленсе пынă вăхăтра та пуçаруллă пулнипе палăрчĕç. Çапла майпа вĕсем ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăчĕç. Цветковсен çемйи инкеке лекнĕ Донбасс çыннисемпе ятарлă

Подробнее

Ял çыннин малашлăхĕ пур

Федерацин тата Чăваш Енри ял хуçалăх аталанăвĕн программисемпе килĕшỹллĕн Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви ял хуçалăх таварне туса илекенсене тĕрлĕ енлĕ пулăшу кỹрет. Çакна шута илсе хальхи вăхăтра "Агро-Инновацисем" унитари предприятире фермерсене пулăшу кỹрес тата ял хуçалăх кооперативĕсене аталантарас тĕллевпе пĕр тытăм - компетенцисен центрне туса хунă. Компетенцисен центрĕн информатикăпа

Подробнее

Ылтăн тырă кĕлетре

Кăçалхи вырма ĕçĕсем çанталăка пула каярах юлса пуçланчĕç пулин те, çĕр ĕçне чунтан юратса пурнăçлакан комбайнер-механизаторсен тивлетне пула ĕç кал-кал иртрĕ. Çак сăмахсем тỹррĕнех Юрий Мясников ертсе пыракан "Рассвет" ял хуçалăх производство кооперативĕнче вăй хуракансене пырса тивнĕн туйăнаççĕ. Уй-хире чи малтан Александр Волков КСУ-1 йышши çулакан агрегатпа тухрĕ, çапла майпа вăл

Подробнее

Кĕлтеллĕ, тулăх кĕркунне

Куç хăрать те, алă тăвать. Районти аграрисем çанталăк условийĕсене пăхмасăр вырма ĕçĕсен вĕçне тухса пыраççĕ. Кăçал та Елчĕксем пысăк тухăçлă тыр-пул çитĕнтерме пултарнине республика шайĕнче палăртасса малтанах пĕлсе тăратпăр. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче хальлĕхе 23000 ытла гектар çинчен 843482 центнер тĕш тырă пухса кĕртнĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши

Подробнее

Ярмăрккă хапăл тăвать

Районта халĕ кашни шăматкун "Кĕр парни" ярмăрккă иртет. Вăл октябрĕн 9-мĕшĕчченех ĕçлемелле. Кĕр мăнтăрĕпе йĕркеленĕ ял хуçалăх продукчĕсемпе сутă тăвакан çак куна çынсем ахальтен мар чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Мĕншĕн тесен кунта паха пахча çимĕç, улма-çырла, пыл, аш-какай, тата ыттине те тивĕçтерекен хакпа туянма пулать. Тĕрлĕ сăлтава пула килти хушма хуçалăха анлăн йĕркелесе

Подробнее

Ăçта çуралнă – унтах кирлĕ пулнă

Сăн ỹкерчĕкри Юрий Мясников председательпе Виктор Цыганов агроном тата Вячеслав Мясников инженер хăйсен кун-çулне ял пурнăçĕпе çыхăнтарнăскерсем, тăван çĕр сĕткенĕ вăй-хал кỹрсе тăнине чун-чĕрисемпе туйса тăраççĕ. Юрий Мясниковшăн халĕ урăхла пулма та пултарайман пекех туйăнать. Мĕншĕн тесен пĕрлешỹллĕ хуçалăх ĕçне çамрăкла пĕрре пуçăннă та вăл – урăх уйрăлман. Хуçалăх производствин пĕтĕм

Подробнее

Çу кунĕ хĕле тăрантарать

Август уйăхĕ ял çыннишĕн хĕрỹ вăхăт шутланать. Кăçал пушшех, çуркуннехи чăрмавлă çанталăк условийĕсене пула вырмана тухма 3 эрнене яхăн каярах юлнăран, уй-хир хуçисен чун-чĕри канăçлă мар. Апла пулин те ку чухне районти аграрисем çĕр ĕç культурисене пухса кĕртес ĕçре хăватлă йышши техникăпа анлăн усă курма пултарни шанчăк çуратать. Çакна уй-хирте

Подробнее

Пысăк тухăç илессе шанаççĕ

Кăçалхи çур аки вăхăтĕнчи йывăр çанталăк условийĕнче те пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене районта пуринчен малтан - майăн 9-мĕшĕ тĕлне акса хăварма ĕлкĕрнĕ Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕнче халĕ чỹхенсе ỹсекен калчасем чуна яриех уçаççĕ… Валерий Падуев председатель ака кăтартăвĕсемпе те, уявпа та кăмăллă пулнă Ĕç калăпăшĕ пĕчĕк пулман, апла пулин

Подробнее