Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пысăк тухăç илессе шанаççĕ

Пысăк тухăç илессе шанаççĕ

Кăçалхи çур аки вăхăтĕнчи йывăр çанталăк условийĕнче те пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене районта пуринчен малтан — майăн 9-мĕшĕ тĕлне акса хăварма ĕлкĕрнĕ Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕнче халĕ чỹхенсе ỹсекен калчасем чуна яриех уçаççĕ…

Валерий Падуев председатель ака кăтартăвĕсемпе те, уявпа та кăмăллă пулнă

Ĕç калăпăшĕ пĕчĕк пулман, апла пулин те кунта 907 гектар йышăнакан лаптăкри тыр-пула кĕске вăхăтра, агротехникăн çирĕп йĕркине пăхăнса пысăк пахалăхпа акса хăварнă. Вăрттăнлăхĕ мĕнре? Валерий Падуев председатель ыйту çине:

— Пĕлнĕ пекех иртнĕ çул тепĕр ака комплексĕ (КПК-9,9 йышши) туянтăмăр. Пĕтĕмĕшле илсен вара ỹсен-тăран культурисене кашни çул 1300 гектартан кая мар акса хăваратпăр. Çакна шута илсе уй-хире пĕр харăс икĕ ака комплексĕпе тухни тата вĕсен çумне акакан икĕ агрегат хутшăнни вырăнлă та пулчĕ. Ку чухне шутлă кунсенче пурнăçламалли ĕçе тата хăвăртлатма май пулчĕ. Ĕçри ăнăçлăх, паллах, механизаторсен ăсталăхĕнчен, ĕлĕкхи ырă йăлана аса илсе ака ĕçĕсене икĕ сменăпа йĕркеленинчен те, агрономи, инженери службисем хăйсен тивĕçне туллин пурнăçланинчен нумай килчĕ. Çапла майпа çанталăк чăрмав кỹнине пăхмасăр, пĕтĕм лаптăкри тыр-пула 10 ĕç кунĕнче акса пĕтерме пултартăмăр, — тесе хуравларĕ.

Уй-хирти кашни ĕç вĕçе-вĕçĕн пулса пынăран Серей Шепинов механизаторпа Андрей Шакин слесарĕн, Эдуард Волков агрономăн пушанма çук ĕç нумай.

Çур акине ирттерме малтанах тĕплĕн хатĕрленнине кура хуçалăхра ĕçе икĕ сменăпа йĕркелеме пĕр чăрмав та пулман. Уйра пĕр вăхăтра икĕ ака комплексĕпе акакан агрегатсем хуçаланни пирки каларăмăр. Вĕсен хуçисем те — Сергей Шепиновпа Василий Капсулов шанăçа тивĕçлипе тỹрре кăларма пултарнă. Черетлĕ акара пуçласа усă курнă 400 лаша вăйĕпе танлашакан Бюлер Версетаил-2400, МТЗ-1221 Беларус йышши тракторсемпе усă курни те ĕçе ỹсĕмлĕ йĕркелеме май панă. Уй-хирти ĕçсем инкек-синкексĕр иртни те — чи кирли.

Председатель шухăшĕпе, акана майăн 9-мĕшĕччен вĕçлеме ĕлкĕреймен пулсан кунта та ĕç чарăнса ларма пултарнă. Мĕншĕн тесен каярахри кунсенче çумăр çĕре тата ытларах ислентерчĕ, тăпра кушăхса ĕлкĕреймерĕ — тепĕр хутчен витререн тăкнă пек лỹшкентерчĕ. Çакна кура анасем çине техникăпа пырса кĕме пулмарĕ — ака вăхăчĕ тăсăлса кайрĕ.

Çанталăк çĕрле анчах мар, кăнтăрла та сивĕ тăчĕ. Çакă та самай чылай вăхăта тăсăлнине кура нумай çул ỹсекен курăксем кирлĕ пек ỹссе çитĕнеймерĕç. Çакна кура выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç те каярах юлчĕ. Ял çыннин ĕçри ăнăçлăхĕ çут çанталăкран та нумай килет çав.

Çанталăк условийĕ кăларса тăратнă чăрмавсене пăхмасăр ака ĕçĕсене тивĕçлĕ шайра йĕркелесе ирттерме пултарнă Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕнчи çĕр ĕçченĕсем алла пысăк тухăç илес шанăçа та çухатмаççĕ. Мĕншĕн тесен кунта хатĕрленĕ пĕтĕм вăрлăх ака кондицине туллин тивĕçтернĕ, унсăр пуçне, 110 тонна элита вăрлăхпа та усă курнă. Тăпрана кирлĕ чухлĕ минераллă удобрени варăнтарнă.

Акана чи малтан вĕçленĕ хуçалăхра çак вăхăтчен 500 гектар çинчи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене çулçă тăрăх азотлă удобренисемпе апатлантарнă, çум курăкран хỹтĕлесе им-çам сапнă. 135 гектар çинчи рапс лаптăкĕнче те, хурт-кăпшанкă тапăнасран сыхласа вăхăтра хими препарачĕсемпе усă курнă. Сăмах май каласан, черетлĕ çур аки кăтартăвĕсем тăрăх Ленин ячĕллĕ ЯХПК ака отрячĕсем хушшинче, çĕр пулăхне ỹстерес, унпа тухăçлă усă курас тата ăна сыхлас енĕпе ирттернĕ конкурсра та пĕрремĕш вырăна тухнă. Çакăншăн вĕсем районти Акатуйра ĕç ăмăртăвĕн куçса çỹрекен кубокĕсене тивĕçнĕ.

…Çур аки кăçалхи пек иртнине нумайăшĕ астумаççĕ. Анчах çак пулăм ăса та вĕрентет. Çакна шута илсе Валерий Падуев вырма тапхăрне те чи йывăр условисенче ĕçлеме хатĕрленме кирлине çирĕплетсех каларĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code