Пятница, 30 сентября, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > яфермер

Йышлă пасар тупăшлă

Кĕркуннехи ĕçсем вĕçленнĕ хыççăн ял хуçалăх ярмăрккине йĕркелесе ирттересси Елчĕк тăрăхĕнче тахçанах йăлана кĕнĕ. Ял хуçалăх продукцийĕпе сутă тăвакан пасара ял хуçалăх предприятийĕсем анчах мар, хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем те йышлăн хутшăнчĕç. Ир вăранма хăнăхнă ял çыннисем, ял хуçалăх ярмăркки пуласси пирки район хаçатĕнче вуласа пĕлнĕрен, ир-ирех Елчĕкри пасар территорийĕнче хĕвĕшме тытăнчĕç.

Подробнее

AGROS-595 комбайн туяннă

Аслă Таяпари Тамара Васильева хресчен /фермер/ хуçалăхне нумаях пулмасть AGROS-595 йышши вĕр çĕнĕ комбайн илсе çитернĕ. Ÿсен-тăран культурисене 780 гектар çинче акса-лартса çитĕнтерекен хресчен /фермер/ хуçалăхĕнче çĕр ĕç культурисене туса илессинче усă курмалли мĕн пур техника çителĕклĕ. Хăватлă тракторсем – 5 единица, иртнĕ çул анчах КАМАЗ автомашина, хальхи йышши сеялка, комбайн

Подробнее

АПК валли – кадрсем

Республикăра «Фермер шкулĕ» ĕçе кĕни ял хуçалăхĕнче тăрăшакансене çĕнĕ производство уçма, ăна тупăшлă тытса пыма майсем туса парать. Кăçал «Фермер шкулĕ» вĕрентÿ проектне çĕршывра 15 регион хутшăннă. Шкул Раççей ял хуçалăх министерствин, регионсен, аслă шкулсен, пысăк бизнеспа фермерсен АПК валли кадрсем хатĕрлемелли майсене пĕрлештермелли пĕрремĕш площадка шутланать. Проект хута кайнăранпа «Фермер

Подробнее

Аграрисене пулăшаççĕ

Чăваш Енри аграрисене пулăшма хальхи вăхăтра 1944,1 миллион тенкĕ куçарса панă. Çакă çулталăкра палăртнин 77,9 проценчĕпе танлашать. Укçана ăратлă выльăх ĕрчетме, сĕт туса илессине пулăшма, элита вăрлăх туянма кайнă тăкака саплаштарма, ÿсен-тăран отрасльне, фермер хуçалăхĕсене, çемье фермине йĕркелеме, ял хуçалăх тирпейлекен кооперативсене тĕревлеме, «Агростартап», «Перспектива», «Агропрогресс» программăсемпе грантсем пама, ял хуçалăхне

Подробнее

Çамрăкăн ĕмĕчĕсем çунатлă

«Çын ĕçпе илемлĕ», – теççĕ халăхра. Çак каларăша тивĕçлĕ çынсенчен пĕринпе, Аслă Пăла Тимеш ялĕнче çуралса ÿснĕ, хальхи вăхăтра ялта хăй ĕçне йĕркелесе пурăнакан ĕç паттăрĕпе – ĕçрен хăраман, пысăк ĕмĕт-тĕллевпе малалла ăнтăлакан çамрăкпа – Денис Юрьевич Александровпа вулакансене паллаштарас кăмăлăм пысăк. Ачасем ашшĕ-амăшĕнчен тĕслĕх илеççĕ. Ĕçчен çемьери ача-пăча та тăрăшуллă,

Подробнее

Ĕçне тумасăр мухтанмаççĕ

Çирĕп ĕç йĕркине хăнăхнă Аслă Елчĕкри Владимир Чернов хресчен /фермер/ хуçалăхĕнче уй-хирти кĕркуннехи ĕçсене кăçал та чи çÿллĕ шайра пурнăçласа хăварнă. Пулас тыр-пул тухăçĕ те шанчăклă пулма кирлĕ. – Çанталăк условийĕсене пула, ытти ял хуçалăх организацийĕсенчи пекех, тĕш тырă тухăçĕ иртнĕ çулхинчен пĕчĕкрех пулчĕ, паллах. Тепĕр енчен калас пулсан, ял çыннин

Подробнее

Сыр пĕçерме – çĕнĕ технологипе

Сентябрьте Чăваш Енре Раççей ял хуçалăх банкĕн «Фермер шкулĕ» вĕрентÿ проекчĕн иккĕмĕш тапхăрĕ пуçланнă. Унта «Çĕнĕ технологипе сыр хатĕрлесси», «Çĕнĕ технологипе аквакультура йĕркелесси» специальноçсене алла илеççĕ. Вĕренÿ çак уйăхра вĕçленет. Фермерсем çĕнĕлĕхе ăса хывнипе пĕрлех çĕршыври, республикăри паллă предприятисене çитсе кураççĕ, вĕсен паха опычĕпе паллашаççĕ. «Фермер шкулĕнче» пурте хавхаланса тата тăрăшса

Подробнее

Ĕçне кура çитĕнĕвĕсем

Хресчен (фермер) хуçалăхне ертсе пырасси – ача вăййи мар. Йывăрлăхсенчен хăраман çынсем анчах çакăн пек пысăк тиеве хăйсем çине илме пултараççĕ. Мĕншĕн тесен çанталăк условийĕнчен пит нумай килекен ÿсен-тăран отраслĕнчи ĕçе йĕркелесе пыраканăн тухăçа çухатас хăрушлăх пысăк, çапла майпа «çурăк валашка» умне тăрса юласси те аякра мар. Апла пулин те

Подробнее

Пархатарлă ĕçĕпе ырă ятлă

2007 çултанпа хресчен /фермер/ хуçалăхне йĕркелесе ертсе пыракан Владимир Федорович Чернов: – Çĕр – çăкăр, çăкăр вара – пурнăç тыткăчи, вăл пирĕн тĕп пуянлăхăмăр шутланать, – тет. Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн территорийĕнчи çĕр лаптăкĕсемпе усă куракан фермер, тĕпрен илсен, тыр-пул туса илессипе тимлет. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен лаптăкĕ кăçал та

Подробнее

«Фермер шкулĕ» чĕнет

Чăваш Енри «Фермер шкулĕ» вĕренÿ проекчĕн иккĕмĕш тапхăрĕ çывхарать. Программа тĕллевĕ – кăмăл тăвакансене фермер бизнесне тупăшлă йĕркелеме, ертсе пыма вĕрентесси. Ĕçе пуçăнакан аграрисемшĕн те, хăйсен ĕçне маларах йĕркеленисемшĕн те занятисем усăллă пулма тивĕçлĕ. Фермерсем сыр хатĕрлес тата пулă ĕрчетес енĕпе вĕренĕç. Сентябрь-ноябрь уйăхĕсенче асăннă шкула çÿрекенсем теори курсне тухаççĕ. Унсăр пуçне,

Подробнее