Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > яфермер (Страница 2)

Грант илме тивĕçнĕ

Агропромышленность комплексĕшĕн наци проекчĕсене пурнăçа кĕртни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Вăл ял бизнесне пуçаракансене вăй илме, çĕкленме пулăшать. Кăçал «Агростартап» патшалăх программипе республикăри ял хуçалăх таварне туса илекен 14 çын конкурсра пысăк балл пухса грант илме тивĕçнĕ. Вĕсем валли пурĕ 53,5 миллион тенкĕ уйăраççĕ. Укçана фермерсен тата ял хуçалăх кооперацисен проекчĕсене аталантарма параççĕ. Çакна

Подробнее

Хиртех çурт-йĕр хăпартма пултарĕç

1996 çултан тытăнса çĕршывра çĕр пайĕсене харпăрлăха илме тытăннă. Каярахпа çĕр ĕçĕсене пурнăçлама техника туянас ыйту пит çивĕч тăнăран, нумай çемье вĕсене ял хуçалăх организацийĕсемпе фермерсене тара е харпăрлăха панă. Фермерсем трактор-машинăна вăл е ку хире илсе тухсан вĕсем ăна унталла-кунталла куçарса çÿреме чарăннă – техникăна ĕçе вĕçличченех кунта хăварнă. Пысăк

Подробнее

Хисепе хастарлăхĕпе çĕнсе илнĕ

Пурнăçа тĕрлĕ ирттерме пулать: панă куна тĕлсĕр-йĕрсĕр вĕçлеме е кашни саманта, сехете тĕллевпе, ĕçпе илемлетме. Кушкă ялĕнче пурăнакан ĕçчен те тавçăруллă Петр Васильевич Хмелев çинчен те каласа кăтартас килетех. Петя колхозниксен çемйинче çуралса ÿсрĕ. Ашшĕ – Василий Васильевич хăй вăхăтĕнчи Ленин орденлă «Победа» колхозри паллă шофер. Ку çеç те мар, пăхаттир пек

Подробнее

Ĕçчен çынран ĕç хăрать

Аслă Елчĕкри Эдуард Волков 5 çул каялла хресчен /фермер/ хуçалăхне йĕркелесе янă. Ун чухне вăл тата çамрăк, 20-ре анчах пулнă. Çав вăхăтри унăн чун-чĕрин çирĕплĕхĕпе теветкеллĕхĕнчен юлташĕсем халĕ те тĕлĕнме пăрахман-ха. Тантăшĕ пуçĕпех çăмăл мар ĕçе кÿлĕннине, йывăрлăхсен умĕнче пуçне усма та шутламаннине, мал ĕмĕтпе çунатланнине курмаççĕ мар вĕсем. Хальхи вăхăтра

Подробнее

Суйласа илнĕ ĕç йывăр пулсан та – чуна çывăх

Лаш Таяпари Александр Бикулов фермер мал ĕмĕтлĕ, йывăрлăхсем те хăратмаççĕ ăна. Вăл 2020 çулта Чăваш Республикинчи Ял хуçалăх министерстви çемье фермисене аталантарас тĕллевпе йĕркеленĕ конкурса хутшăнса 10 миллион тенкĕлĕх гранта çĕнсе илме пултарнă. Укçа-тенкĕн ытларах пайне техника туянма усă курни – тĕрĕс йышăну. Хресчен /фермер/ хуçалăхне йĕркелесе пыма çăмăл мар,

Подробнее

Йывăç лартнă

Аслă Елчĕкри Владимир Чернов фермер çуркуннехи уй-хир ĕçĕсене кашни çулхи пекех пысăк хастарлăхпа – кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа пурнăçласа хăварма ĕлкĕрнĕ. Унăн уй-хирĕсенче кăçал пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 500 гектар йышăнаççĕ, çав шутран 100 гектарĕ – кĕр тыррисем. Канăçсăр чун-чĕреллĕ Владимир Федорович ака ĕçĕсене вĕçленĕ хыççăнах кÿршĕллĕ Тутар Республикинчи

Подробнее

Ĕçлес хавхаланăвĕ пысăк

КĔСКЕ СПРАВКА Кĕçĕн Таяпари Борис Головин (сăн ÿкерчĕкре) хресчен  (фермер) хуçалăхне 2007 çулта йĕркелесе янă. Пуçламăшĕ, паллах, çăмăл пулман. Малтанласа харпăрлăхра шутланса тăнă 12 гектар çĕр лаптăкĕпе çырлахма тивнĕ. Каярахпа, ун чухнехи Чкалов ячĕпе хисепленекен, «Таябинка» тата «Звезда» ял хуçалăх предприятийĕсенче ĕçленĕ Кĕçĕн Таяпа, Каркалар, Кĕçĕн Патреккел ял çыннисем пĕрин

Подробнее

Валерий Смирнов – фермер шкулĕн вĕренекенĕ

Кăçал республикăра «Фермер шкулĕ» уçăлнă. Ятарлă курсра тÿлевсĕр вĕренме малтанласа 22 çынна суйласа илнĕ. Çак йышра Чăваш Тăрăм ялĕнчи Валерий Смирнов хресчен ?фермер/ хуçалăхĕн ертÿçи те пур. Сăмах май, пилотлă проекта çĕршыври 15 регионра пурнăçа кĕртеççĕ. Çакна АПКна кадрсемпе тивĕçтерессипе тунă курăмлă утăм тесе хакламалăх пур. Мĕншĕн тесен «Фермер шкулĕ» –

Подробнее

Икĕ алăра – ĕç, ĕçне тума хавхаланăвĕ те пур

Ĕçне кура – хисепĕ. Аслă Таяпари Тамара Васильева ертсе пыракан хресчен /фермер/ хуçалăхĕ иртнĕ çул ÿсен-тăран культурисене туса илессипе республикăри фермерсем хушшинче тĕрлĕ номинаципе йĕркеленĕ ăмăртура иккĕмĕш вырăн йышăннă. Тамара Григорьевна кĕр мăнтăрĕпе Шупашкарта пулса иртнĕ ял хуçалăх ĕçченĕсен сумлă уявĕнчен Дипломпа тата хаклă парнепе таврăннă. – Çакă пирĕн çемьешĕн пысăк

Подробнее

Вăй патăр!

Фермер пулма çăмăл мар. Йывăрлăхсенчен хăраман, çирĕп шухăш-кăмăллă çын анчах çак йывăр тиеве хăйĕн хул пуççийĕ çине тиеме пултарать. Вăл яра куна – ир пуçласа каçчен пĕтĕм вăхăтне ĕçре ирттерет. Уншăн уяв та, кану кунĕ те çук. Апла пулин те районти хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем /хальхи вăхăтра вĕсем пурĕ 26 шутланаççĕ/ тĕш

Подробнее