Понедельник, 8 августа, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > П.Петрушкин призĕшĕн

П.Петрушкин призĕшĕн

Аслă Елчĕкре П.Н.Петрушкин спорт мастерĕн кандидачĕн призĕсене çĕнсе илессишĕн çамрăк спортсменсем хушшинче кире пуканĕ йăтассипе районти ăмăрту иртнĕ. Унта шкулсенчи 100 ытла вĕренекен тупăшнă.

Ăмăртăва уçса республикăри спорт ветеранĕсен председателĕ Василий Шоркин, Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Галина Адюкова, ăмăрту йĕркелỹçи Петр Петрушкин, «Улăп» спорт комплексĕн инструктор-методисчĕ Петр Смирнов сăмах каланă, çамрăк спортсменсене ăнăçу суннă.

Шупашкар хăни спорт пурнăçĕнчи хастарлăхшăн Петр Петрушкина Хисеп грамотипе чысланă. Çавăн пекех Петр Николаевич Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн хисепне те тивĕçнĕ.

Ăмăрту çỹллĕ шайра иртнĕ. Хăйсен виçисенче мала тухнисене грамотăсемпе чысланă. Тĕп шкулсен командисенчен Патреккелсем пĕрремĕш, Тĕмерсем иккĕмĕш, Хăвăл-çырмасем виççĕмĕш вырăнсене тухнă. Вăтам шкулсенчен чи маттуррисем — Елчĕк, Курнавăш, Çĕнĕ Пăва командисем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code