Понедельник, 14 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Владимир Путин суйлава хутшăнассине пĕлтернĕ

Владимир Путин суйлава хутшăнассине пĕлтернĕ

Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2018 çулта иртекен Раççей Президенчĕн суйлавне хутшăнма хăйĕн кандидатурине тăратассине пĕлтернĕ. Çакăн пирки Владимир Владимирович 2017 çулхи декабрĕн 6-мĕшĕнче Чулхулари автомобиль завочĕн коллективĕпе иртнĕ тĕл пулура хыпарланă.

— Кунашкал йышăну тума хистекен тĕп сăлтавсен шутĕнче çĕршыв халăхĕн пурнăçне лайăхлатма, Раççей хăватне вăйлатма тăрăшни çеç пулма пултарать, — тенĕ Владимир Путин. Çак тĕллевсене çĕршыв гражданĕсем хăйне шаннине тата пулăшма хатĕррине туйса тăни çеç пурнăçа кĕртме май панине палăртнă вăл. Завод ĕçченĕсем Президент суйлава тăваттăмĕш хут хутшăнассине пĕр харăссăн ырласа йышăннă, ăна çĕршыв тилхепине тăваттăмĕш хут шанса парсан çĕршыв малашне те çирĕппĕн аталанасса шаннине хыпарланă.

Раççей малалла анчах утăмланине, çапла тума ăна никам та чарайманнине çирĕплетнĕ май Раççей Президенчĕ завод ĕçченĕсене çĕршыв пуласлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшнăшăн пысăк тав сăмахĕ каланă.

 

ХАКЛАВ

Ираида ВАСИЛЬЕВА, Елчĕк район пуçлăхĕ:

— Владимир Путин çĕршыври, тĕнчери чи вăйлă та хисеплĕ ертỹçĕ. Вăл Раççей, кашни регион ырлăхĕшĕн тăрăшса ĕçленине Раççей çынни лайăх пĕлет, ăна шанать. Паян политика юхăмне витĕм кỹрес, кăткăс саманара патшалăха ертсе пырас, çивĕч ыйтусене татса парас тĕлĕшпе пăхсан Владимир Владимировичпа танлашма пултараканни çуках. Вăл çĕршывăмăра пур енĕпе те хỹтĕлеме пултарĕ.

Юрий ВИКЕНТЬЕВ, «Сатурн» ял хуçалăх производство кооперативĕн председателĕ:

— Манăн шухăшăмпа, Владимир Путин суйлава хутшăнасси çинчен пĕлтерни тĕнчери лару-тăрăва йĕркене кĕртессине, Раççей ят-сумне çĕклессине ырă витĕм кỹме тивĕç. Эпир ăна шанатпăр, вăл çĕршыва малалла та аталану çулĕпе ертсе пырасси иккĕлентермест.

Валерий ПЕТРОВ, Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:

— Паянхи пек лăпкă мар лару-тăрура çĕршыв валли вăйлă ертỹçĕ кирлĕ. Мана Владимир Путин тытса пыракан тулаш политика çул-йĕрĕ килĕшет. Çавăнпа та вăл 2018 çулхи Президент суйлавне хутшăнма çирĕп шухăш тытни савăнтарчĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code