Четверг, Октябрь 29, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Конкурса пĕтĕмлетнĕ

Конкурса пĕтĕмлетнĕ

Кашни çулхи йăлана асра тытса районти производство тата суту-илỹ, обществăлла апатлану тата йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен предприятисем хушшинче ирттернĕ «Елчĕк районĕнчи Çĕнĕ çул çутисем» смотр-конкурс кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ.

Конкурса пурĕ 16 предприяти хутшăннă. Вĕсенчен кашнийĕ хăйсен çурт-йĕр территорийĕсене тулаш, шал енчен те чăн-чăн Çĕнĕ çулхи, Раштав уявĕнчи пек капăр тăвассишĕн тăрăшса тимленине палăртнă жюри членĕсем. Апла пулин те кирек хăш тупăшура та малтисене уйрăммăн палăртаççĕ. Çапла майпа суту-илỹ предприятийĕсем хушшинче пĕрремĕш вырăна В.Изратов тата В.Ершов предпринимательсем («Водолей» тата «Арсенал» лавккасем), О.Яковлева тата Л.Александрова уйрăм предпринимательсем («Охота. Рыбалка. Спорт» тата «Санти» лавккасем) иккĕмĕш вырăна тухнă.

Производство предприятийĕсем хушшинче «Прогресс» АХО, обществăлла апатлану енĕпе илес пулсан, «Була» кафе (Н.Такмакова уйрăм предприниматель) виççĕмĕш вырăна йышăнма пултарнă.

Йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерессипе тимлекен предприятисем хушшинче В.Изратов предприниматель тытса тăракан автосервис — иккĕмĕш, А.Григорьева тата Н.Карсакова предпринимательсем («Клеопатра» илем салонĕпе «Надежда» парикмахерски) виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.

Конкурс çĕнтерỹçисене дипломсем тата укçан премисем парса хавхалантарнă.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code