Суббота, 14 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Диспансеризаци витĕр тухар

Диспансеризаци витĕр тухар

Çĕнĕ çулăн пĕрремĕш уйăхĕ те вĕçленсе пырать. Çавна май кашни çыннăн çулталăк пуçламăшĕнчех хăйĕн сывлăхĕ пирки тĕплĕн шухăшламалла.

Республикăра, çав шутра пирĕн районта та, халăха диспансеризаци витĕр кăларма пуçланă. Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствин планĕпе килĕшỹллĕн, кăçал пирĕн районти 4010 çыннăн (вăл шутран 1792 арçын, 2218 хĕрарăм) диспансеризаци витĕр тухмалла. Çавăн пекех 215 хĕрарăмпа 215 арçыннăн профилактика тĕлĕшĕпе медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухса сывлăхне тĕплĕн тĕрĕслеттермелле.

«Медицина кашни валли» — çитес виçĕ çула палăртакан çĕнĕ проект, вăл пациентсене лайăх пахалăхлă тата усă курма меллĕ медицина пулăшăвĕпе туллин тивĕçтерме май парать!»

ЧР Пуçлăхĕ Михаил ИГНАТЬЕВ Патшалăх Канашне янă Çыруран.

2013 çулта, диспансеризаци ирттерессинче çĕнĕлĕхсем кĕртнĕ хыççăн, республикăра пурăнакан кашни çынна тĕплĕ медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухма майсем туса панă. Çакă халăх сывлăхне анлăн тĕрĕслеме тата чир-чĕре иртерех тупса палăртса çийĕнчех сыватма майсем туса пачĕ.

Кăçал диспансеризаци витĕр 1997, 1994, 1991, 1988, 1985, 1982, 1979, 1976, 1973, 1970, 1967, 1964, 1961, 1958, 1955, 1952, 1949, 1946, 1943, 1940, 1937, 1934, 1931, 1928, 1925, 1922, 1919 çулсенче çуралнă çынсем тухаççĕ.

Пурин те сывлăха тĕплĕн тĕрĕслеттерме тăрăшмалла. Хамăр сывлăх хамăрăн алăра.

Л.МИЛЛИНА,
Патреккелĕнчи врач амбулаторийĕн терапевт тухтăрĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code