Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сĕт хакĕ калаçтарать

Сĕт хакĕ калаçтарать

Лавккасенче сутакан юр-вар продукчĕсем хаклансах пыраççĕ пулин те ял çынни çĕрне-кунне пĕлмесĕр вăй хунипе пирĕн сĕтелĕмĕр çине килекен, иртнĕ çулсенче «шурă ылтăнпа» танлашнă сĕтĕн сутлăх хакĕ ытлашшипех йỹнелсе кайни хальхи вăхăтра пурне те шухăшлаттарма тивĕçлĕ ыйту пулса тăчĕ.

Чăваш Республикинче анчах мар, Раççейри мĕнпур регионра çак лару-тăру. Ял çыннине пулăшас — чĕр таварăн сутлăх хакне тивĕçлĕ шайра йĕркелесе пырас тата уйрăм хушма хуçалăхпа пурăнакансемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенчи, ял хуçалăх предприятийĕсенчи сăвăнакан ĕне выльăхсен хисепне сыхласа хăварассишĕн Чăваш Ен Правительстви шайĕнче «чан çапни» — вăхăтлă, тĕрĕс те. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин юнкун район администрацийĕн структура подразделенийĕсен, чĕр тавара ĕçлесе хатĕрлекен предприятисен представителĕсемпе, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе тата вырăнсенче сĕт пухакан уйрăм предпринимательсемпе куçа-куçăн тĕл пулсан та калаçу çак ыйту тавра пычĕ. Çулталăк каялла ял çынни 1 килограмм сĕте 22-23 тенкĕпе сутнă, кăçалхи хак вара — 15-17 тенкĕ анчах. Промышленноç таварĕсем, тĕрлĕрен пулăшу ĕçĕсемпе усă курнăшăн тỹлемелли хаксем тăтăш ỹссе пынă вăхăтра сĕтĕн сутлăх хакĕ 30 процента яхăн! чакнă. Ял çынни, паллах, кăмăлсăр.

Районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче тата уйрăм хушма хуçалăхсенче хальхи вăхăтра куллен 70 тоннăран кая мар сĕт туса илеççĕ. Республикăри кăтартупа танлаштарас пулсан та, Елчĕк районĕ ку енĕпе лайăххисен шутĕнче. Апла пулин те район администрацийĕн пуçлăхне сĕтĕн сутлăх хакĕ малалла та хальхи пекех йỹнĕ пулсан сăвăнакан ĕнесен хисепĕ чакма пултарни сисчĕвлентерет.

— Ĕне выльăха усрама пăрахасси анчах, çак ĕçрен пĕрре писсен çынна ỹкĕте кĕртме хĕн. Иртнĕ ырă вăхăтсенче кашни килĕре ĕне усранине аса илес пулсан та, халĕ вĕсенчен нумайăшĕ хистесе ыйтсан та çак яваплăха хăйсем çине илес çук. Мĕншĕн тесен çакăн валли пысăк теветкеллĕх тата çирĕп вăй-хал кирлĕ, — тет Николай Петрович. Чăннипех, çапла.

Хальхи вăхăтра район территорийĕнче 21 юридика сăпачĕпе уйрăм предприниматель сĕт пухассипе тимлеççĕ, вĕсем халăхран куллен 22 тонна сĕт туянаççĕ. Пĕрин хыççăн тепри пурте пĕрешкел хак палăртнă — 1 килограмм чĕр таваршăн 15 тенкĕ тỹлеççĕ. Темиçе çултанпах халăхран сĕт пухассине йĕркелесе пыракан «Комбайн» ЯХПК вара çăмăлах мар лару-тăрура та халăх кăмăлне шута илме, ыттисемпе танлаштарсан, 1 килограмм сĕтшĕн 2 тенкĕ хаклăрах тỹлеме май тупнине палăртатпăр.

…Сăмах çине сăмах. Халăхран туянакан чĕр тавар пахалăхĕ пирки те чарăнса тăмасăр иртме май килмерĕ. Районти ветеринари станцийĕн начальникĕ Ирина Николаева палăртнă тăрăх, çак час пăсăлакан продукта туяннă чухне предпринимательсен хăйсен яваплăхне тата ỹстерме кирли куç кĕрет. Мĕншĕн тесен пирĕн хушăмăрта тĕрлĕ шухăшлă çынна тĕл пулма тỹр килет. Хальхи пурнăçра нимĕнрен те тĕлĕнеймĕн: «Пирĕншĕн пулсан, икĕ айкки те — тăвайкки, кĕсьене укçа кĕтĕр», — текен те сахаллăн мар. Пахалăхсăр — шыв хутăштарнă, ĕнесене тĕрлĕ чир-чĕртен сиплеме антибиотиксемпе усă курнă хыççăнах сунă сĕте туянмалла мар. Ветеринарсем ĕнене чиртен сипленĕ хыççăн, мĕнле эмелсемпе усă курнине шута илсе, 7-10 кун иртмесĕр те сĕте сутма юраманни çинчен асăрхаттараççĕ. «Елчĕкри сыр пĕçерекен завод» ОООн генеральнăй директорĕ Руслан Каштанов та çак шухăша малалла тăсрĕ. Предпринимательсем уйрăм çынсенчен пухакан, Елчĕкри завода леçекен чĕр тавар маларах палăртнă тĕслĕхри пек — пахалăхĕ тĕлĕшĕпе тивĕçтерменни, шел пулин те, тĕл пулатех. Лабораторири тĕплĕ тĕрĕслев çакна уçăмлăнах çирĕплетсе парать. Кашни çын сăвакан сĕт валли уйрăм пичĕке уйăрма май çуках ĕнтĕ. Тепĕр чухне пĕр çыннăн çăмăлттайлăхне пула вун-вун килограмм сĕт сая кайма, ĕçлесе хатĕрлеме юрăхсăра тухма пултарать.

Сĕт туса илекенсем чĕр тавар хакĕ тулашри сăлтавсемпе çыхăннине — Раççей çĕршывне чикĕ леш енчен типĕ сĕт кỹрсе килме тытăннине ăнланмаççĕ мар. Район администрацийĕн пуçлăхĕн шухăшĕпе те, çак йывăрлăх вăхăтлăха анчах. Сĕт рынокĕнчи лару-тăру та йĕркене кĕмеллех. Мĕншĕн тесен чĕр таварăн сутлăх хакĕ пирки калаçни унчченхи çулсенче те пулман мар. Апла пулин, малашне халăхран туянакан сĕт хальхи хакран йỹнĕрех пулмĕ, уйрăм çынсенчен сĕт пухакан предпринимательсем те çаплах шутлаççĕ…

Светлана АРХИПОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code