Среда, 30 ноября, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сĕт хакне урăх йỹнетеймĕн

Сĕт хакне урăх йỹнетеймĕн

Сĕтĕн сутлăх хакĕ хĕллехи вăхăтра та йỹнĕ пулни ял çыннине анчах мар, Чăваш Ен Правительствине те шухăшлаттарать. Уйрăм хушма хуçалăхра сĕт туса илекенсене пулăшас — чĕр таварăн сутлăх хакне тивĕçлĕ шайра йĕркелесе пырас тĕллевпе иртнĕ эрнекун Комсомольски район администрацийĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов ертсе пынипе Комсомольски, Патăрьел тата Елчĕк район администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе, продукцие ĕçлесе хатĕрлекен предприятисен ертỹçисемпе тата сĕт пухакан уйрăм предпринимательсемпе ĕçлĕ канашлу иртрĕ.

Хальхи вăхăтра республикипе пĕтĕмпе туса илекен сĕтĕн 39 процентне ял хуçалăх организацийĕсенче, 61 процентне хушма хуçалăхсенче туса илеççĕ. Куратпăр, чĕр таварăн пысăк пайĕ уйрăм çынсен тỹпи. Ял çынни ĕлĕк те, халĕ те килти хушма хуçалăхра сĕт туса илнинчен хăйĕн кулленхи нушине тивĕçтерет. Ăна сутса ытларах тупăш илес тесе 2-3 сăвăнакан ĕне усракансем пирĕн хушăмăрта сахаллăн мар. Анчах сĕт рынокĕнчи лару-тăру çивĕчленнине пула, кăçалхи хĕл тапхăрĕнче уйрăмах, чĕр тавар хакĕ йỹнелсе кайрĕ. Республикăра хальхи вăхăтра 1 литр сĕте 14-15 тенкĕпе туянаççĕ. Ку хак ял çыннине тивĕçтерменнине пытараймăн. Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пирĕн республикăра анчах мар, Раççейри 50 яхăн регионра сĕт хакĕ йỹнелнине палăртрĕ. Чĕр тавар хакĕ мĕншĕн чакать? Çак сăлтавсенчен пĕри — Раççей çĕршывне чикĕ леш енчен типĕ сĕт тата услам çу кỹрсе килме тытăнни. Продукци тирпейлекен предприятисем ăна курттăммăн йỹнĕпе туяннăран ял çынни патшалăха сутакан сĕтĕн хакĕ те йỹнелет. Тепĕр енчен илсен, сăвăнакан ĕнесен хисепĕ нумай шутланса тăракан хуçалăхсенче хальхи вăхăтра сĕт туса илесси ỹссе пыни те хак çине витĕм кỹрет. Çуркунне çитнĕ май продукци туса илесси тата ытларах пулмалли куç кĕрет. «Апла пулин те çакă сĕт хакне йỹнетмелли сăлтав пулмалла мар», — çирĕплетсех палăртрĕ ял хуçалăх министрĕ. Республика Правительстви çак ыйтăва федераци шайĕнче татса пама — Раççей Ял хуçалăх министерствинчен пулăшу ыйтма шантарать.

Ял хуçалăх министерстви сĕт рынокĕнчи çивĕч лару-тăрăва уçăмлатас тесе уйрăм хушма хуçалăхпа пурăнакан граждансене ял хуçалăх потребитель кооперативĕсене пĕрлешме сĕнет. Ку чухне чĕр таварăн пахалăхне тĕрĕслесе вырнаçтармалли, сĕте ĕçлесе хатĕрлемелли, юр-вар продукчĕсене туса кăлармалли майсем те ытларах пулма кирлĕ. Кооперативсене малалла аталанма — производство объекчĕсене çĕнĕрен тума е пуррисене тĕпрен реконструкцилеме, çĕнĕ йышши техника, оборудовани туянма, хресчен (фермер) хуçалăхĕ, хăйсен çемье фермисене йĕркелес кăмăллă çынсене те грант шучĕпе патшалăхран укçа-тенкĕ парса пулăшаççĕ. Фермерсемпе çемье фермисен хуçисене туса илнĕ кашни 1 литр сĕт пуçне шутласа субсиди уйăраççĕ. Пулăшу укçи производствăри тăкаксен хисепне чакарма, сĕт туса илнин тупăшлăхне ỹстерме май парĕ.

Хаксен тĕлĕшĕнчи лару-тăрăва йĕркелесе тăрас тесен министр сĕт туса илекенсемпе чĕр тавара ĕçлесе хатĕрлекенсене хальхи вăхăтра республикăри хуласенче ирттерекен сĕт ярмăрккисене хутшăнма майсем пурри çинчен те чарăнса тăчĕ.

Канашлу ĕçне хутшăннисем Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, «Елчĕкри сыр пĕçерекен завод» ОООн генеральнăй директорĕ Руслан Каштанов, «Комбайн» ЯХПК председателĕ Гурий Федоров палăртнă шухăшсемпе те тĕпрен килĕшрĕç. Мĕншĕн тесен уйрăм хушма хуçалăхра сĕт туса илекенсене пулăшас тĕллевпе иртнĕ кунсенче район шайĕнче пулса иртнĕ анлă канашлура та çак ыйтусенех сỹтсе явнă. Сăмах май, Николай Миллин Елчĕк районĕнче сĕт пухакан уйрăм предпринимательсем, «Елчĕкри сыр пĕçерекен завод» ООО та халăхран туянакан сĕте 15 тенкĕрен урăх пĕр пус та чакармалла марри çинчен калаçса татăлнине палăртрĕ. Темиçе çултанпах халăхран сĕт пухассипе курăмлă ĕçлесе пыракан «Комбайн» ЯХПК председателĕ Гурий Федоров малтанхи пекех 1 литр сĕтшĕн 17 тенкĕ тỹлеме пулни çинчен чарăнса тăчĕ. Чăннипех, сĕт хакне урăх йỹнетеймĕн…

Светлана АРХИПОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code