Воскресенье, Сентябрь 20, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная >  Физкультура и спорт > Елчĕксен çитĕнĕвĕсем курăмлă

Елчĕксен çитĕнĕвĕсем курăмлă

Майăн 18-19-мĕшĕсенче Шупашкарти тата Çĕнĕ Шупашкарти спорт объекчĕсенче Чăваш Республикин чемпионачĕ иртнĕ. Унта Елчĕк районĕн çăмăл атлечĕсем палăрнă.

2001-2002 çулсенче çуралнă яш-кĕрĕм хушшинче Хăвăлçырма ялĕнчи Анастасия Удалова — 400 метра, Владимир Кузьмин 800 метра чупассипе 2-3-мĕш вырăнсене йышăннă. 10 çухрăма хăвăрт утассипе Стелла Абдулкинăна /Лаш Таяпа/ çитекенни пулман. Чăваш Енĕн пĕлтĕрхи чемпионĕ Николай Алексеев /Тĕмер/ кăçал та 23 çулчченхи юниорсен хушшинче сăнă ывăтассипе çĕнтернĕ, йĕтре тĕртессипе — иккĕмĕш вырăна тухнă. Çак ÿсĕмри Алевтина Арбузова /Патреккел/ 1500 метра чупса 3-мĕш вырăна тивĕçнĕ. Аркадий Николаевăн /Кавал/ 400 метра ăмăртнин кăтартăвĕ те çавнашкалах. Стайерсен пултарулăхĕ пушшех савăнтарать: Акчел хĕрĕ Ольга Николаева 5000 метрлă дистанцие ăнăçлă парăнтарса Чăваш Ен чемпионĕ пулса тăнă. Унăн командăри тантăшĕ Екатерина Львова /Лаш Таяпа/ — виççĕмĕш.

Елчĕксем эстафетăсенче те медальсĕр юлман — 100 тата 400 метра тупăшса бронзăллă пулнă.

Владимир ПЕТРОВ,
ЧПУ студенчĕ.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code