Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости республики > Вĕренỹ службăсен пуçарулăхне тĕрĕслерĕ

Вĕренỹ службăсен пуçарулăхне тĕрĕслерĕ

 Майăн 29-мĕшĕнче Елчĕк районĕнчи Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕнче çутçанталăк çынсен умне кăларса тăратакан хăрушлăха сирсе ярассипе çыхăннă вĕренỹ иртрĕ. Инкек-синкек яланах кĕтмен тата шухăламан вăхăтра килсе тухать. Вĕренỹпе çыхăннă «инкек» чрезвычайлă лару-тăру кăларса тăратать — «çурхи шыв-шур е виçерен ытла çумăр çунă вăхăтра Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕнчи Таяпа Энтри ялĕ çумĕнчи пĕвере шыв шайне чакармалли хатĕр юрăхсăра тухнă». Çавна май плотина татăлса каяс, Таяпа Энтри ялĕнчи хăш-пĕр çурт-йĕр, тĕп çул-йĕр, кĕпер шыв айне пулас хăрушлăх тухса тăрать.

Пĕвене «Чувашмелиоводхоз» управленийĕн Комсомольский районĕнчи филиалĕ пăхса тăрать. Филиалта тăрăшакан 8 çынран тăракан ушкăн «инкек» пулнă вырăна вăхăтлă килсе çитнĕ. Вĕсем тата районти чрезвычайлă лару-тăрва сирсе ярассишĕн яваплă подразделенисем — медицина, полици, пушара хирĕç кĕрешекен, кĕтмен лару-тăру, çул-йĕр, телефон тата Интернет çыхăнăвĕсен, газ, электричество сечĕн службисем — хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе инкеке вăхăтлă сирсе яма, халăх нушана лекес пулсан ăна пулăшма, унăн сывлăхĕпе пурнăçне упраса хăварма хатĕр пулнине лайăх çирĕплетсе пачĕç. Апатлану пункчĕ те хăйĕн тивĕçне туллин пурнăçлама пултарать. Инкек пулас пулсан халăха вăхăтлăха вырнаçтарма палăртнă Таяпа Энтри шкулĕ те пур условине те тивĕçтерет, кунти вĕрентекенсемпе техперсонал нуша тỹснисене йышăнма хатĕр.

Вĕренỹпе тĕплĕн паллашнă Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн начальникĕн çумĕ Юрий Антонов, райадминистрацин пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый кашни службăн ĕçĕ-хĕлĕпе кăмăллă юлчĕç. Юрий Антонов маларах асăннă службăсен ертỹçисемпе кашнинпех уйрăммăн калаçнă май лайăх енĕсене палăртрĕ, тĕрлĕ лару-тăрура хăйсене мĕнлерех тымалли пирки сĕнỹ-канаш парса хăварчĕ.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code