Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Интернет урлă ан туянăр

Интернет урлă ан туянăр

Хальхи вăхăтра Интернетпа тем тĕрлĕ те усă куратпăр. Мĕн пытармалли, эмеле те электрон мелĕпе çырăнса илекенсем сахаллăн мар. Интернет урлă сывалма тăрăшса пăхакансем хăйсен умне мĕнле пысăк хăрушлăх кăларса тăратнине шутламаççĕ те.

Пĕр таблетка ĕçсех сывлăха çирĕплетесси — нумай çыннăн ĕмĕчĕ. Чылайăшĕн тухтăрпа канашласа илес вырăнне часрах эмел ĕçес кăмăл çуралать. Çавна май кăштах япăх туйма пуçласанах хăйсене хăйсемех диагноз лартаççĕ, Интернетпа усă курса сывалмашкăн эмел суйлаççĕ.

Раççейре Интернет урлă эмел сутни çинчен хĕрÿ калаçаççĕ. Йĕрке тăрăх ирĕк çук: çакнашкал тавара онлайн мелĕпе сутмаççĕ, мĕншĕн тесен ăна сутассине çирĕп тĕрĕслеççĕ. Эмеле дистанци мелĕпе сутасси анлă сарăлнă. Анчах та унашкал организацисене никам та йĕркелесе пымасть-ха, препаратсен пахалăхне те, вĕсене тĕрĕс упрассине тата йĕркене пăхăннине никам та тĕрĕслемест. Çавăнпа та Интернет урлă эмел туянасран асăрханăр, вĕсем сывлăха пысăк сиен кÿме пултараççĕ.

Сывлăхпа çыхăннă кирек епле йывăрлăх сиксе тухсан чи малтанах тухтăр патне каймалла. Специалист патне вăхăтра кайманни, эмелпе пĕлсе усă курманни чире вăраха яма тата унран сывалассине йывăрлатма пултарать. Е çын пачах та сывалаймасан; Çавăнпа та эмелсене аптекăра кăна туянмалла, ăна туяниччен тухтăртан сĕнÿ илмелле.

Г.УФУКОВА,
районти тĕп больницăн тĕп врачăн çумĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code