Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Виçĕ ăру çыхăнăвĕ

Виçĕ ăру çыхăнăвĕ

Мăнукăм, паян эрнекун, район хаçачĕ килет. Почтальон парса хăварчĕ пулĕ, тухса ил-ха. «Колхоз ялавĕ» — халĕ «Елчĕк ен» манăн çывăх тус та, ытарайми тантăш та. Ман хыççăнах хăваласа пырать, часах тăхăр теçеткене калăплать, — терĕ Елена Германовна мăнукне.

Ялти хисеплĕ хĕрарăм пĕлтĕр май уйăхĕнче 90 çул тултарчĕ. Хăйне астума пуçланăранпах район хаçатне кăмăлласа вулать Елена Кириллова. Ытти чухне хăех тытса вулаканччĕ-ха. Паян Олеся мăнукĕ район хыпарĕсемпе паллаштарас терĕ те — çемçе диван çине меллĕн вырнаçрĕ. Ватă çумне кĕçĕн мăнукĕ Эмин та хутшăнчĕ.

Л.КАЗНАЧЕЕВА сăн ỹкерчĕкĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code