Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ушкăнпа ĕç ăнать

Ушкăнпа ĕç ăнать

Тирпей-илемпе тасалăхшăн тăрăшасси пирĕн тĕп тивĕç. Çавна май ял тăрăхĕсенчи кашни ялтах экологи субботникĕсем ирттересси йăлара.

Хĕле хатĕрленсе çу каçа çырмасенче тата кÿлĕ хĕррисенче пуçтарăннă çÿп-çапа, хыт хурана тасатас енĕпе пысăк ĕç пурнăçларĕç Тăрмăшсем. Ялта пурăнакансем çак кунсенче масар çулĕ çывăхĕнчи Тарăн çырмана, ял вĕçĕнчи кÿлĕ таврашне тасатрĕç. Кунта ыттисемпе пĕрле Людмила Андриянова, Полина Стрункова, Любовь Чапуркина, Людмила Осипова, Сергей Краснов, Валентина Петрова, Василий Мартынов, Алина Мартынова, Вера Мартынова, Тамара Дудкина тăрăшса ĕçлерĕç. Ĕçре пысăк тăрăшулăхпа палăрнă 78 çулхи Николай Струнковпа 75 çулхи Мария Митрофановăна, Анастасия Струнковăпа Алина Максимова вĕренекенсене уйрăмах ăшă сăмахсем калас килет. Çулне кура мар правур та ĕçчен вĕсем.

– Пĕччен суран – типсе пырать, халăх сурать – кÿлĕ пулать. Туслăн кар тăрса ушкăнпа пуçăнса пурнăçласан ĕç кал-кал пырать, – пысăк ĕç тунă хыççăн çапларах шухăшпа уйрăлчĕç ĕçченсем килĕсене.

Тавах ял халăхне кирек хăш ĕçре те яланах ăнланса пынăшăн.

Л.ОСИПОВА,
Тăрăм ял тăрăхĕн депутачĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code