Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости республики > Поздравление главы Яльчикского района И.И.Васильевой и главы администрации Яльчикского района Н.П.Миллина с Днем матери

Поздравление главы Яльчикского района И.И.Васильевой и главы администрации Яльчикского района Н.П.Миллина с Днем матери

Хисеплĕ те юратнă аннесем!

Сире чĕререн чи ырă та ăшă, кашнийĕншĕн пĕлтерĕшлĕ çемье уявĕпе — Аннесен кунĕ ячĕпе саламлатпăр.

Анне вăл – кил ăшши, чи çывăх та хаклă, чунтан юратакан çын. Анне кăна пуринчен те ытларах пирĕн çитĕнÿсемшĕн савăнать, йăнăш утăмсемшĕн каçарать, чĕререн пирĕн пуласлăхшăн тăрăшать.

Амăшĕн тивĕçĕсене тĕплĕн пурнăçлакансемпе, çав хушăрах ĕçре тăрăшулăхпа палăракансемпе, обществăра активлăх кăтартакансемпе эпир чăннипех те мухтанатпăр, тав сăмахĕ калатпăр.

Уяв ячĕпе саламласа сире тулли телей, çирĕп сывлăх, тăнăç пурнăç сунатпăр. Яланах сирĕн сăнăр çинче хĕвел шевли вылятăр, юратнă çыннăрсен тимлĕхĕ куллен ăшăтса тăтăр.

Елчĕк район пуçлăхĕ                                                      И.И.Васильева.
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ                  Н.П.Миллин.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code