Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости республики > Жители Яльчикского района комментируют Послание Главы Чувашии Госсовету республики

Жители Яльчикского района комментируют Послание Главы Чувашии Госсовету республики

Николай Миллин, Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ:

— Чăваш Ен Пуçлăхĕн Патшалăх Канашне янă паянхи Çырăвĕ чăннипех питĕ тĕплĕ те анлă пулчĕ. Ял хуçалăхĕпе промышленноçран пуçласа спорт таранах — мĕнпур ыйтăва çĕклерĕ, лару-тăрăва хакласа тĕллевсем палăртрĕ. Районсен ертÿçисем те çак Çыруран тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿсем тăваççех – тĕллевсем уçăмлă. 
Ял хуçалăхĕ пирки каласан, Чăваш Ен Пуçлăхĕ производствăна аталантарассипе, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе, аш-какай, сĕт туса илессипе çине тăрса ĕçлемеллине палăртрĕ. Уйрăм хушма хуçалăхсене аталантарасси пирки те чылай каларĕ. Çĕрсемпе тĕрĕс, тĕллевлĕ усă курас тĕлĕшпе пирĕн района лайăх енчен палăртса калани те кăмăллă.
Йăлари хытă каяша пуçтарас ыйту та паянхи куншăн питĕ пĕлтерĕшлĕ. 2019 çулта çак енĕпе пирĕн çине тăрса ĕçлемелле, çĕнĕ йĕркене вăя кĕртмелле. Çулталăк вĕçлениччен кашни ялта хытă каяшсене вăхăтлăх упамалли контейнер площадкисене вырнаçтармаллине палăртрĕ. Çак енĕпе эпир ĕçлеме пуçланă та ĕнтĕ. Пĕтĕм ĕçе йĕркеле ярсан тавралăх татах та тирпейленсе илемленĕ.

Надежда Уркова, Елчĕкри тĕп больницăн тĕп тухтăрĕ:

— Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн çулсерен Чăваш Патшалăх Канашне яракан Çырăвĕ республика аталанăвне витĕмлĕ тÿпе хывать. Сывлăх сыхлавне, уйрăмах ялти медицинăна пысăк тимлĕх уйăрнăшăн Республика Пуçлăхне пысăк тав сăмахĕ калатпăр. Эпĕ, ялти медицинăн представителĕ пулнă май, сывлăх сыхлавĕнчи çитĕнÿсем пирки каланине мăнаçлансах итлерĕм. Юлашки çулсенче çынсен пурăнас кун-çулĕн тăршшĕ ÿссе пыни кăмăла çĕклет, 2018 çулта вăл 73,5 çулпа танлашнă, 2024 çул тĕлне ăна 78 çула çитерме тĕллев лартни шанăç кÿрет.

Михаил Васильевич ачасем çамрăклах вилессипе çыхăннă кăтартусем пирки каланине хумханса итлерĕм. Ачасем тулаш сăлтавсенчен вилессине чакарас енĕпе пирĕн, чăн та, пурин те пĕр тĕвве пухăнса ăнăçлă ĕçлемелле.
Çырура ĕçлес ÿсĕмри граждансен сывлăхне çирĕплетесси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрнă. Çĕнĕ проектсем халăхăн пурнăç пахалăхне ÿстерме май парĕç.

Людмила Зайцева, Елчĕк районĕнчи ветерансен Совечĕн председателĕ:

— Республика Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă Çырăва яланхиллех питĕ тимлĕн итлерĕм. Мĕншĕн тесен Çырура республикăн ÿсĕмĕсемпе малашнехи тĕллевĕсем уççăн курăнаççĕ.
Республика аталанăвĕн çул-йĕрĕ аслă ăрури çынсемшĕн те пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен вĕсем обществăлла ĕçсене активлă хутшăнаççĕ, çамрăк ăрăва воспитани парас ĕçе пысăк витĕм кÿреççĕ. Хамăрăн историе манмалла марри, халăх пуянлăхне упрамалли çинчен калани те чуна çывăх пулчĕ.
Малашне нумай ачаллă амăшĕсене «АННЕ» мухтав паллипе чысласси çинчен калани — чăваш хĕрарăмне, амăшĕсене хисеплесе пуç тайни.

 

 

Валерий Яковлев, Лаш Таяпа ялĕн старости, педагогика ĕçĕн ветеранĕ:

— Çырура спорт теми çине çулсеренех пысăк тимлĕх уйăрать республика Пуçлăхĕ. «Демография» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн регион шайĕнчи «Спорт – пурнăç норми» проекта пурнăçа кĕртме, унпа килĕшÿллĕн ялсенче пĕчĕк спорт площадкисем, спортпа физкультура клубĕсем хута яма палăртни ырă пулăм. Çакă ачасемпе çамрăксене анчах мар, тĕрлĕ ÿсĕмри граждансене спорт тата физкультура занятийĕсене хутшăнтарма, сывă пурнăç йĕркине çирĕп тытса пыракансен йышне ÿстерсе пыма пулăшĕ. Сăмах май, иртнĕ çул вĕçĕнче Лаш Таяпа ялĕнче «Ырă пăр» ыр кăмăллăх фончĕ пулăшнипе хоккей коробки хута кайни, вăл ял халăхĕшĕн пысăк парне пулнине палăртса хăварас килет.
Пысăк пĕлтерĕшлĕ спорт мероприятийĕсем йĕркелесе ирттерсе пырас тĕллевпе Чăваш Ен пысăк опыт пухнă ĕнтĕ. 2019 çулта тĕп хуламăрта çăмăл атлетика енĕпе юбилейлă 100-мĕш Раççей чемпионатне ирттерме палăртни те пысăк пулăм.

Петр Анисимов, «Хĕрÿ точкăсенче» çапăçнă ветерансен пĕтĕм Раççейри общество организацийĕн районти уйрăмĕн председателĕ, Афганистан вăрçин инваличĕсен районти пĕрлĕхĕн ертÿçи:

– Патшалăх çирĕплĕхĕ çемьесем çирĕп пулнинчен килет тетпĕр. Çемьесене тата ачасене социаллă пулăшупа тивĕçтерес енĕпе 2019 çулта 8 миллиард та 600 миллион ытла укçа-тенкĕ уйăрма /пĕлтĕрхинчен 7 процент нумайрах/ палăртнине пĕлтерчĕ республика Пуçлăхĕ. Çакă çемьесене тата та çирĕплетме май парĕ. 2012 çулпа танлаштарсан, Чăваш Енре нумай ачаллă çемьесен йышĕ 52 процент ÿснĕ, ертÿлĕх граждансене социаллă хÿтлĕх парассипе çыхăннă политикăна çирĕп тытса пынипе тÿрреммĕн çыхăннă çакă. 5 ача çуратса тивĕçлĕ çитĕнтернĕ амăшĕсене патшалăх наградипе — Чăваш Республикин амăшĕн мухтавĕн паллипе чыслассине пурнăçа кĕртни те ырă пулăм.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code