Среда, Октябрь 16, 2019   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Эс пуртан эпир вăйлă…

Эс пуртан эпир вăйлă…

Аслă Пăла Тимеш ялĕнче пурăнакан Олимпиада Емельяновнăпа Василий Семенович Шахеевсем ял çинче тирпейлĕ те ĕçчен пулнипе палăрса тăраççĕ.

– Ĕмĕрĕпех ĕçшĕн çуннă, ĕçпе савăннă, ĕçре чуна йăпатнă, – тет шăпах паян 70 çул тултаракан Олимпиада Емельяновна /Липа аппа теççĕ ăна ялта/.

Хĕрарăм çине пăхсан 7 теçетке çула çитнĕ тесе калама ниепле те чĕлхе çаврăнмасть. Ырă сăнĕ ăшă куллипе хĕвел пек çутатать, васкамасăр, сăмаха шухăшласа калаçаканскерĕн сасси шăнкăрав пек илтĕнет.

– Мĕнре-ши сирĕн çак çула çитсе те çап-çамрăк курăннин вăрттăнлăхĕ? – ыйтатăп унран.

– Кулленех ирпе-ирех хавас та савăк кăмăлпа вăранатăп, кун-каçа пурнăçламалли ĕçсене пуçра çавăрттаратăп та ура çине тăратăп. Ĕçе юратса тусан ÿсĕмсем хушăнаççĕ, çакă хавхалану тата вăй-хал кĕртет, пурнăç çулне вăрăмлатма пулăшать пулĕ тетĕп, – тет вăл шухăшлăн.

Сăмах май, Олимпиада Емельяновнăн амăшĕ те Лидия Тимофеевна Иноходова 101 çула çитиччен пурăнчĕ /7 çул каялла – вăл 100 çул тултарнă тĕле «Елчĕк енре» ун пирки статья тухнăччĕ/.

Липа 1949 çулта çут тĕнчене килнĕ. 9-мĕш класра чухнех тăван колхозра фермăра ĕçлеме пуçланă. 18 çул тултарсан вăр-вар та правур, тăрăшуллă та харсăр хĕре пĕр ял каччи Василий Шахеев мăшăр пулма ыйтнă. Çемьере ачасем пĕрин хыççăн тепри çут тĕнчене килнĕ: Любовь, Надежда, Николай, Вера, Александр. Вĕсене тĕрĕс-тĕкел ÿстерес, тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларас тесе ашшĕ-амăшĕ ырми-канми тăрăшнă.

Люба хĕрĕн амăшĕ пирки каласа кăтартнă май куçĕсем çуталаççĕ:

– Пирĕн анне алă ĕçне ăста, тĕрлеме, çыхма, çĕлеме кăмăллать. Çĕрĕ-çĕрĕпе ларса сахал мар алсиш-нуски çыхса, кĕпе çĕлесе панă вăл пире. Ачаранах ĕçпе пиçĕхтерсе ÿстернĕ, ĕçпе воспитани парас тенĕ. Колхоз уйĕнче çулсерен пахча çимĕç пайĕсем çинче çум çумлани асра яланлăхах вырнаçса юлнă. Хамрăн пая вăр-вар çумласа пĕтерсен хуçасăр ытти пайсене çумлаттаратчĕ анне – пурнăç тăвасшăн пулнă ĕнтĕ, йышлă ачаллă çемьере укçа-тенкĕ çитсе пытăр тенĕ пулинех. Аннемĕрĕн ăшă сăнарĕ куç умне тухса тăнă май пуçăмра çакăн евĕр сăвă йĕркисем çуралчĕç:

Анне – пирĕн тĕнче,
Эс пуррипе, аннеçĕм,
Эпир вăйлă, маттур, ĕçчен…
Эс пуррипе, аннеçĕм,
Чунра савăнăç, кĕрекере – тăван…
Эс пуррипе, аннеçĕм,
Юрлас-ташлас кăмăл пур ман…
Эс пуррипе, аннеçĕм,
Хаваслăх чĕрере ялан.

Шахеевсен ачисем халĕ пурте ÿссе çитĕнсе тăван килтен тухса кайнă, хăйсен йăвисене çавăрнă. 4 ачи Шупашкарта тымар янă: Люба хĕрĕ тĕп хулари 19-мĕш шкулта вĕрентекенре, Александр çак хуларах «Букет Чувашии» ОАОра бригадирта тăрăшаççĕ, Надежда хăйĕн ĕçне йĕркеленĕ, Николай Мускав хулине ĕçлеме çÿрет. Вера кÿршĕллĕ Тутарстан Республикинчи Пăва районĕнче пурăнать, повар. Олимпиада Емельяновнăпа Василий Семенович пурнăç çулĕпе алла-аллăн тытăнса утма пуçланăранпа 51 çул çитнĕ. Çемьеленсен Липа дояркăра, бригадирта, звеньевойра, счетоводра тăрăшнă. Çамрăкран обществăлла ĕçре хастар пулнă вăл. Правлени, ревкомисси членĕ пулма час-час шаннă ĕçчене. Тăрăшулăхне кура ял совет депутатне те суйланă. Мăшăрĕ Елчĕкри сĕт-çу заводĕнче, тăван хуçалăхра заправщикра, ялти пушар хурал уйрăмĕн начальникĕнче, госстрах агентĕнче вăй хунă. Шаннă ĕçе кирек хăçан та тÿрĕ те таса кăмăлпа пурнăçланипе палăрса тăнă мăшăр. Ахальтен мар «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ вĕсем иккĕшĕ те.
Шахеевсем йышлă выльăх-чĕрлĕх тытнипе те палăрса тăнă. Ĕне, сурăх-качака, хур-кăвакал, чăх-чĕп… усранă.

– Уйрăмах сурăх йышлă тытаттăмăрччĕ. Халĕ ватлăх енне сулăнтăмăр пуль, качака та хур-кăвакалсем анчах усратпăр, – тет Липа аппа.

Хĕрарăм кил-çуртне, арçын кил-картишне таса та тирпейлĕ тытса тăраççĕ.

Олимпиада Емельяновна ялти культура çурчĕ çумĕнчи алă ĕçĕсен кружокĕн хастар членĕ.

– Аннемĕр яланах ăш пиллĕ те ырă чунлă пулнипе, ватта сума сунипе палăрса тăнă тата тăрать те пирĕн. Эпир ăна юбилей ячĕпе чун-чĕререн саламласа тĕнчери мĕн пур ырăлăха, нумай-нумай çул пурăнма çирĕп сывлăх, тулли телей сунатпăр. Яланах хаваслă та ырă, чунупа çамрăк пул, чир-чĕр мĕнне пĕлмесĕр, тăван кил ăшшине упраса нумай çул пурăнмалла пултăр. Эсир аттепе иксĕр пире – пилĕк пĕр тăвана чунăр-чĕрĕрти мĕн пур ырăлăхăрпа ăшăлăхăра парса, юратса, лăпкаса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăлартăр. Çакăншăн сире Турă иксĕлми вăй-хал патăр, эпир сирĕн умăрта, хисеплĕ çыннăмăрсем, ĕмĕр-ĕмĕр парăмра. Малашне те ачăрсен, мăнукăрсен пархатарне курмалла пултăр. Ĕмĕр сукмакĕ сирĕн яланах таса та çутă пултăр. Сĕтел çăкăр-тăвартан, кĕреке тус-тăвансенчен ан татăлтăр. Эпир сирĕнпе мухтанатпăр, эсир пурришĕн Турра тав тăватпăр, – теççĕ кĕрекене пухăннă ывăлĕсемпе кинĕсем, хĕрĕсемпе кĕрÿшĕсем, 8 мăнукĕ.

Елена ПЕТРОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Олимпиада Емельяновна Люба хĕрĕпе тата Людвиг кĕрÿшĕпе уяв кĕрекинче.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code