Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости республики > Чĕлхемĕрте пур пултару

Чĕлхемĕрте пур пултару

Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхесен кунне халалланă чăваш чĕлхи эрнелĕхне уçма Патреккелти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта вĕренекенсемпе вĕрентекенсем кăрлачăн 14-мĕшĕнче шкул залне пуçтарăнчĕç. Зал туллиех çын пухăннă.

Зал сценине  хитре илемлетнĕ. П.Хусанкайăн «Чĕлхемĕрте пур пултару. Эпир пулмах, пулмах çуралнă!» тесе шултра саспаллисемпе çырнă йĕркесем чунсенче мăнаçлăх вăратаççĕ, тăван чĕлхене юратма хавхалантараççĕ.

Сцена çине 6-8 –мĕш классенче вĕренекенсем хăпарчĕç. Кашни хěр çинче – илемлĕ чăваш тумĕ. Çамрăк артистсем чăваш чĕлхине  ырлакан, унпа чунтан савăннине палăртакан юрăсене хăпартланса юрлани, чăваш тата вырăс халăх ташшисене хитрен ташлани, чăваш чĕлхине юратнине çирĕплетекен сăвăсем вулани куракансен чун-чĕрисенче нумайччен асра юлĕ. Куракансем уйрăмах 8-мĕш класра вĕренекен Кудряшова Аделина, Петрова Анастасия, Воронцова Юлия юрланă хыççăн тăвăллăн алă çупса тав турĕç.   Уявпа пурте кăмăллă юлчĕç.

ФОТО

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code