Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Поздравления > Поздравления с Днем защитника Отечества

Поздравления с Днем защитника Отечества

Хисеплĕ ентешĕмĕрсем!

Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламланине йышăнсамăр!

Раççей патшалăхне хăйĕн чиккисене хÿтĕлеме, ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхне сыхласа хăварма пĕр хутчен кăна мар тивнĕ, çавăнпа та пирĕн çĕршывра çар ĕçне уйрăмах хисепе хураççĕ тата сума сăваççĕ.

Хăть хăш саманара та Раççей хÿтĕлевçисем пысăк паттăрлăхпа, хĕрÿ хастарлăхпа, иксĕлми хăюлăхпа тата Тăван çĕршыва чунтан парăннипе уйрăлса тăнă.

Çар çыннисен хальхи ăрăвĕ, мирлĕ пурнăçа тата çынсен канлĕхне шанчăклăн сыхласа, хăйсен мăн аслашшĕсен мухтавлă йăли-йĕркине тивĕçлĕн малалла тăсать. Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен салтакĕсемпе офицерĕсем служба ĕçне яваплăн пурнăçлаççĕ, çар задачисене чыслăн татса параççĕ, тулашри чĕнÿсемпе хăрушлăхсене тивĕçе парăнса тата пысăк ăсталăх кăтартса сирсе яраççĕ.

Çĕршыв хÿтĕлевçисен шанчăклă смена ÿсет. Чăваш Енри ытларах та ытларах шкул ачи кадетсемпе юнармеецсен ретне тăрать. Вĕсенчен чылайăшĕ аслă çар вĕренÿ заведенийĕсене вĕренме кĕме, хăйсен пурнăçне яланлăхах Раççей çарĕпе çыхăнтарма ĕмĕтленнине палăртма камăллă.

Халăх хушшинче патриотлăха чĕртсе тăратасси паян пирĕн патшалăхăмăрăн тĕп ĕçĕсенчен пĕри шутланать. Пирĕн хамăр çĕршывăн мухтавлă историйĕпе тивĕçлипе мăнаçланмалла кăна мар, çавăн пекех унăн ырă пуласлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшса ĕçлемелле. Хăть хăш патшалăх вăй-хăвачĕ те шăпах вĕт кашниех хăйĕн Тăван çĕршывне хÿтĕлеме хатĕр пулнинчен йĕркеленет.

Пурнăçне юратнă çĕршывăмăрăн хÿтĕлев пултарулăхне тата хăрушсăрлăхне çирĕплетес ĕçе халалланă мĕн пур çынна тав тăватăп!

Сире пĕтĕм чунтан тăнăçлăхпа çирĕп сывлăх, ырлăх тата ăнăçулăх сунатăп!

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                           Михаил ИГНАТЬЕВ

 

Хисеплĕ ветерансем, çар çыннисемпе запасри салтаксем! Хаклă ентешсем!

Сире чĕререн Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ ячĕпе саламлатпăр!

Çак кун эпир хамăрăн аслă çĕршывăмăрăн тăнăçлăхне сыхлакан, унăн чиккисене шанчăклă хураллакан хÿтĕлевçĕсене чыслатпăр. Эпир хамăрăн аттесемпе асаттесен хăюлăхĕпе, Тăван çĕршыва юратса тата парăнса ăна хÿтĕленĕ паттăрсемпе тивĕçлипе мăнаçланатпăр. Сирĕн паттăрлăхăр – çитĕнекен ăрушăн ырă тĕслĕх.

Тăван çĕршывăн аслă вăрçин, «вĕри точкăсенче» çапăçса интернационалла тивĕçе чыслăн пурнăçланă ентешсен умĕнче пуç таятпăр. Хальхи вăхăтра çĕршыв чиккисене сыхлакансем, çар тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлакансем те тав сăмахне тивĕçлĕ.

Кашни арçын хăй çемйишĕн кил тĕрекĕ, тăванĕсемпе çывăх çыннисемшĕн çирĕп шанчăк пулма тивĕçлĕ.

Уяв ячĕпе саламласа сире çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, çемьере килĕшÿ, тăнăç пурнăç сунатпăр.

Елчĕк район пуçлăхĕ                                            И.И.ВАСИЛЬЕВА

Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ             Н.П.МИЛЛИН

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code