Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости республики > Жители района к Посланию Президента РФ Владимира Путина Федеральному Собранию Российской Федерации

Жители района к Посланию Президента РФ Владимира Путина Федеральному Собранию Российской Федерации

Ираида ВАСИЛЬЕВА, Елчĕк район пуçлăхĕ:

– Çемьесем çирĕп пулсан патшалăх та çирĕп. Çырура çемьесене, уйрăмах нумай ачаллисене, тĕрев парасси тĕп шухăш пулчĕ. Владимир Путин çĕршыври экономика аталанăвĕн лару-тăрăвне, патшалăхăн тупăшĕсем ÿснине тĕпе хурса 3-мĕш тата ун хыççăнхи ачасем çуралакан çемьесен ипотека кредичĕн 450 пин тенкине тÿрремĕн федераци бюджетĕнчен уйăракан укçа-тенкĕпе саплаштармалли хушма пулăшу майĕ туса парас сĕнÿпе тухни шанăç кÿрет. Çак пулăшу майне кайранхи вăхăтпа – 2019 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен шутласа ĕçе кĕртмеллине палăртрĕ вăл.

Ипотека кредитне çак пулăшу майĕпе тата Амăшĕн капиталĕпе саплаштарни çемьесемшĕн пысăк тĕрев пулнине шута илсен çĕршыври демографи лару-тăрăвĕ тата та ырă енне улшăнасса шанас килет.

 

Владимир НИКОЛАЕВ, Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул учителĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ:

– Президент Çырăвĕ çĕршыв наци проекчĕсем çинче никĕсленекен социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн çулĕпе малалла талпăнассине тĕпе хунипе пысăк пĕлтерĕшлĕ. Яланхиллех вĕренÿ тытăмне аталантарасси çине пысăк тимлĕх уйăрнă унта. Президент уйрăмах пултаруллă ачасене аталанма пулăшассине, вĕсене хавхалантарассине, яллă вырăнсенче пысăк хăвăртлăхлă интернетпа тивĕçтерессине, ачасем хушма пĕлÿ илессине анлăлатассине палăртса каларĕ. Çав вăхăтрах вĕренÿ учрежденийĕсене пысăк квалификациллĕ кадрсемпе тивĕçтересси тĕп ыйтусенчен пĕри пулнине пĕлтерчĕ. 2020 çулта «Земство учителĕ» проект хута кайсан учитель профессине суйласа илес текенсен ĕмĕчĕсене туллин пурнăçлама май парĕ.

 

Надежда УРКОВА, район больницин тĕп врачĕ:

– Раççей Президенчĕ Владимир Путин Çырура пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтăва – сывлăх сыхлавне тĕплĕн тишкерчĕ. Уйрăмах вăл медицинăри кадрсен ыйтăвĕ çивĕччине тимлĕх уйăрчĕ. Ку енĕпе «Земство тухтăрĕ» проекта хутшăнма пултаракан врачсемпе фельдшерсемшĕн вĕсен çулĕпе çыхăннă чикке пăрахăçлама сĕнчĕ – аслăрах çулсенчи медиксем те ĕçлеме яла куçсан тивĕçлĕ тÿлеве илме пултарччăр.

Президент медпулăшу шайĕ нумайăшне тивĕçтерменнине, çакăн сăлтавĕсене пĕлнине палăртрĕ. Инçетри ялсенче тухтăрсем патне йышăнăва лекесси те чăрмавлă пулнине уççăн каларĕ. Апла пулсан 2020 çул вĕçне кашни çыншăн, вăл ăçта пурăннине пăхмасăр, медпулăшупа чăрмавсăр усă курмалли майсем пулмалла. «Перекетлĕ поликлиника» проект ăнăçлă ĕçлет. Çакă медучрежденисен, медперсонал ĕçĕн çĕнĕ стандарчĕсене çирĕплетме хистет.

 

Анна КУЗЬМИНА, Елчĕк шкулĕнче 11-мĕш класра вĕренекен:

– Президент хăйĕн сăмахĕсенче Раççей территорийĕсенче пур çĕрте те, 2020 çулччен çĕршыври мĕн пур шкулта пысăк хăвăртлăхлă Интернетпа тивĕçтерессине ĕçе кĕртесси пирки каларĕ. Хальхи вăхăтра шкулсенче пĕр çеккунтра 50 мегабитпа танлашакан хăвăртлăх кирлĕ. Çакна тивĕçтерсен онлайн мелĕпе ирĕклĕн вĕренме те май пулĕ. Интернет хăвăртлăхĕ ÿсни регионсене цифровизацилес ĕçре те пысăк пулăшу кÿрĕ.

 

Евгения МИХАЙЛОВА, районти хĕрарăмсен канашĕн председателĕ:

– Раççей Президенчĕ Çырура граждансен пурнăçне лайăхлатассине уççăн палăртрĕ. Ырă улшăнусене çынсем кăçалах туйма тивĕç. Президент социаллă пособисене ÿстерессипе, нумай ачаллă çемьесен налук тиевне чакарассипе, ипотекăна субсидилессипе çыхăннă пуçарусем турĕ, виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасем çуралнă çемьесен ипотека кредичĕшĕн федераци бюджетĕнчен 450 пин тенкĕ тÿлеме сĕнчĕ. Тепĕр мера – пĕрремĕш тата иккĕмĕш ачасемшĕн тÿлев илекен çемьесене паракан укçа виçине 2020 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк икĕ виçепе танлаштарасси. Çав вăхăтрах халь вăйра тăракан çăмăллăхсем упранса юлаççĕ.

Елизавета АХМЕРОВА, Аслă Елчĕк ял старости:

– Халăха пăшăрхантаракан ыйтусен шутĕнче – коммуналлă хытă каяшсемпе ĕçлесси. Ку ыйтупа маларах çине тăрса ĕçлемен тесен те юрать – çакна Президент Çырура пайăррăн çирĕплетрĕ. Нумай полигон хуласен çумĕнчи каяшсен купине çаврăннă. «Питĕ йывăр ыйтусем, анчах та çак ĕç çынсенчен укçа-тенкĕ пухнипе вĕçленмелле мар», – пĕлтерчĕ Владимир Владимирович. Çак сферăра пăтранчăк кантурсем услам туни те Владимир Путиншăн вăрттăнлăх мар, çавăнпа ку тытăмра йĕрке тума, ĕç пахалăхне лайăхлатмасăр тарифсене ÿстерес ĕçе тăхтама хушрĕ. Çийĕнчех каяшсене тирпейлесе ĕçе кĕртессипе те çине тăрса ĕçлемелле. Хальлĕхе хытă каяшсенчен 6 проценчĕ анчах тепĕр хут усă курма кайни паллă.

Сăмах май, хальхи вăхăтра ял тăрăхĕсен администрацийĕсен умĕнче тăракан тĕп тĕллевсенчен пĕри – кашни ялтах хытă каяшсене вăхăтлăх упрамалли контейнерсем вырнаçтарасси. Аслă Елчĕк ялĕнче паянхи кун тĕлне çакăн пек 2 контейнер лартнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code