Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости республики > Спартакиада туслăха çирĕплетет

Спартакиада туслăха çирĕплетет

 «Улăп» физкультурăпа сывату комплексĕнче «Хĕрỹ точкăсенче» пулнă ветерансемпе инвалидсен çемйисен республика шайĕнчи улттăмĕш спартакиади иртрĕ. Унта Елчĕк, Патăрьел, Комсомольски, Канаш, Етĕрне, Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпỹ районĕсенчи, Шупашкарти воин-афганецсемпе Чечен Республикинче çар тивĕçне пурнăçланисем тата вĕсен çемйисем хутшăнчĕç.

Тĕл пулу сывă пурнăç йĕркине çирĕп тытса пырса спортăн тĕрлĕ тĕсĕнче тĕрĕсленме май панисĕр пуçне пĕрле пухăнса чунтан калаçма, иртнине аса илме тата туслăха çирĕплетме пулăшнине палăртмалла. Çулсеренех массăллă хỹтĕлевпе спорт уйăхлăхĕнче йĕркелекен ăмăртăва «Елчĕк ен» хаçатăн тĕп редакторĕ Николай Малышкин ертсе пычĕ.

Уява хутшăннисене Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ — райадминистрацин вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый, Пĕтĕм Раççейри ветерансен «Раççейри ветерансен пĕрлĕхĕ» общество организацийĕн Чăваш Рсепубликинчи пĕрлĕхĕн ертỹçи Геннадий Матвеев, «Хĕрỹ точкăсенче» çапăçнă ветерансен пĕтĕм Раççейри общество организацийĕн районти уйрăмĕн председателĕ, Афганистан вăрçин инваличĕсен пĕрлĕхĕн ертỹçи Петр Анисимов тата ыттисем те саламларĕç, ăнăçусем сунчĕç.

— Эсир, çĕршыв умĕнчи таса тивĕçе чыслăн пурнăçланă ĕнерхи салтаксем, граждансене патриотла воспитани парас ĕçре пысăк вăй пулса тăратăр. Сирĕн ырă тĕслĕхĕр уйрăмах çамрăк ăрушăн усăллă, — палăртрĕ Леонард Левый.

Кăçал совет салатакĕсене Афганистан Республикинчен илсе тухнăранпа 30 çул çитнине тĕпе хурса уяв программине пуянрах та анлăрах хатĕрленĕ. «Афганецсен» пĕр ушкăнĕ юбилей медальне тивĕçрĕ. Петр Анисимова (Кавал), Николай Петрова (Патреккел), Владимир Светопольские (Курнавăш) Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп хутне парса чысларĕç. Вăрçăран таврăнайман паттăрсене асăнса пурте пĕр минут шăп тăнă хыççăн çемьесем хăйсен пултарулăхне тĕрлĕ вăйă-ăмăртура тĕрĕслерĕç: шывра ишесси, шашкăлла тата шахматла вылясси, волейбол, дартс, канат туртасси, пăшал пересси, пăшала салатса пуçтарасси… Хăш-пĕр хастарсем 3-4 вăйă-ăмăртура та çĕнтерме пултарчĕç. Волейбол вăййи уйрăмах хĕрỹ те хавхалануллă иртрĕ. Кунта Шупашкар хулинчен килнĕ спортсменсем çĕнтерчĕç. Сĕнтĕрвăрри тата Елчĕк районĕсен командисем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче. Çĕнтерỹçĕсене парнесемпе, дипломпа хавхалантарчĕç. Шашкăлла тата шахматла вылякансем ĕçпе вăрçă ветеранĕсен вырăнти канашĕн председателĕнчен Рифкат Харисовран (Сăрьел) уйрăм парнене — кĕнекене тивĕçрĕç.

Спартакиадăна хутшăннисем ăна йĕркелеме пулăшнă спонсорсене — «Яманчурино» тата «Чувашъенкрахмал» ОООсен ертỹçисене Владимир Рахмуллинпа Александр Кудряшова, Юрий Краснова («Юкка» фирмăн генеральнăй директорĕ), Леонид Григорьев, Дмитрий Чернов (Кивĕ Эйпеç) уйрăм предпринимательсене, Вячеслав Павлова (Тĕмер ялĕнче çуралса ỹснĕ, халĕ Шупашкарта пурăнать) тата ытти «афганецсене» пысăк тав сăмахĕ каларĕç.

Спартакиадăна хутшăннисене Николай Малышкин, Вячеслав Захаров юрă-кĕвĕпе саламларĕç.

Е.ПЕТРОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code