Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости республики > Сас пачĕ чĕрĕ чун

Сас пачĕ чĕрĕ чун

Тĕп библиотекăн ҫутă та илемлĕ вулав залĕнче Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе  Валентина Кириллова ҫырнă «Сас пачĕ чĕрĕ чун» кĕнеке тишкерĕвĕ иртрĕ. Ку — авторăн виҫҫĕмĕш кĕнеки. Унччен ҫут тĕнче курнă «Савăнăҫ куҫҫулĕ», «Сиплев утравĕ» кĕнекесене вулакан хапăл туса йышăнчĕ. Ҫĕнĕ кĕнекене хаклама районти сумлă вулакансем пуҫтарăнчĕҫ, вĕсен шутĕнче: А.Артемьев, И.Иноходов, Е.Петрова журналистсем…

Чун — чĕре хĕрӳлĕхĕпе, ыратăвĕпе ҫырнă, ырлăхпа, ĕненӳпе тулса ларнă ҫак кĕнекене пуҫласа вĕҫне ҫитиччен тĕрлĕ шайри вулакансем вуласа тухасса, шухăша каясса, калаҫу пуҫарасса, хăйĕн пурнăҫ ҫулне пĕтĕмлетсе, ҫĕнĕлле хакласа ăнăҫлă утăм тума хавхаланасса шанса калаҫрĕҫ тĕлпулăва килнĕ вулакансем.

«Валентина Алексеевна ҫак кĕнекере  пурнăҫри  чăнлăхпа суялăха, ĕҫченлĕхпе кахаллăха анлăн уҫса парать. Ҫамрăк ăрăва вулаттармалли кĕнеке ку»,- терĕҫ Николай Кириллов, Исония Гурьевна вулакансем. «Ҫут тĕнче те тăвăр», «Ҫуртне хама,  аннене- ухмахсен ҫуртне», «Ăҫта хурас аннене?» тĕрленчĕксене вулакансем куҫҫульпе сӳтсе яврĕҫ. «Пурнăҫра пулса иртекен ӳкерчĕсем ҫаксем»,- терĕ Зинаида Портнова вулакан.  Район администрацийĕн культура тата информаципе тивĕҫтерекен пай ертӳҫи Зарема Князева Валентина Кириллова журналиста черетлĕ кĕнеке вулакансен патне ҫитернĕ ятпа саламларĕ, тав Ҫыравĕ пачĕ,  хĕрарăмсене  ҫывхарса килекен Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе ҫаламларĕ: «Пирĕн пурнăҫри мĕнпур лайăххи  этемлĕхĕн хӳхĕм пайĕпе ҫыхăннă. Эсир тĕнчене ырăрах тăватăр, кил-йышшăн ырми-канми тăрăшатăр, пурнăҫ парнелетĕр. Хăвăрăн илĕртӳлĕхĕрпе ăсăра, пурнăҫри ҫирĕплĕхе тата харсăр кăмăлăра пула эсир ҫемье вучахне тивĕҫлĕн сыхласа упратăр. Сирĕн пурнăҫăр яланах ҫутă та савăнăҫлă пултăр, килĕрте тăнăҫлăхпа ырлăх тата пĕр-пĕрне ăнланни хуҫаланччăр»,- тере вăл.  

Подробнее…

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code