Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕлкĕрсен ĕлкĕр!

Ĕлкĕрсен ĕлкĕр!

«Комбайн» ял хуçалăх производство кооперативĕн уй-хирĕсенче ĕç хĕрсе çитнĕ вăхăт. Паянхи кун тĕлне кунта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 850 гектар ?45 процент/ акса хăварма ĕлкĕрнĕ те.

Агрегатсене хире чи малтан Владислав Изратовпа Владислав Айметов илсе тухнă. Ун хыççăнах вĕсен çумне Николай Пчелов, Фанис Шарафутдинов хутшăннă. Механизаторсем кун çутипе туллин усă кураççĕ – ирхине 6 сехетрен тытăнса тĕттĕм пуласпа – 8 сехетре анчах хиртен таврăнаççĕ. Вĕсене пăсланса тăракан вĕри апата кунне икĕ хутчен хире илсе тухса çитереççĕ.

Акнă лаптăксене хыçранах, çур сехет иртмест – тĕплĕн пусăрантарассине йĕркеленĕ. Çак ĕçе кăçал, уйрăмах, пысăк тимлĕх уйăрма тивет. Мĕншĕн тесен тăпрара нÿрĕк пит сахал – çĕре типсе кайма памалла мар.

Çанталăк условийĕсене шута илсе тыр-пул акма уйăрнă, нумай çул ÿсекен курăксен пĕтĕм лаптăкĕсенче нÿрĕк тытса хăварассине, çĕре кăпкалатассине те çÿллĕ шайра йĕркеленĕ. Ячĕшĕн ĕçлеме хăнăхман хуçалăхра, яланхиллех, тăпрана чи лайăх вăрлăх варăнтараççĕ. Кăçал та вĕсене 32 тонна усă курма палăртнă. Вăл пĕтĕмпех ПР-2, супер элита репродукцири шутланать. Минераллă удобренисемпе те туллин усă кураççĕ.

– Кăçал, иртнĕ çулхипе танлаштарсан, хире 2 эрне маларах тухрăмăр. Паянхи пек тухăçлă ĕçлесен, арендăри Аслă Таяпа, Сăрьел ялĕсен çывăхĕсенчи лаптăксене шутламасан, Мăнкун тĕлне тĕш тырă культурисене акса пĕтеретпĕр, – терĕ председатель çумĕ Олег Карсаков. Ун хыççăн вара çумăр кирлĕ…

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Уй-хирте вăй хуракансене ĕç тухăçлă йĕркеленсе пыни хавхалантарать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code