Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вăхăтра тÿлетĕн – лăпкă çывăратăн

Вăхăтра тÿлетĕн – лăпкă çывăратăн

Тунтикун район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисем хутшăннипе ирттернĕ черетлĕ канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă тĕрлĕ ыйтăва пăхса тухрĕç.

Çуркуннехи юр-шывпа асфальтлă çул-йĕр арканнă май, юсав ĕçĕсен калăпăшĕ самаях ÿсет. Кăçал ăçта, миçе тенкĕлĕх пурнăçламалла çак мероприятисене? Ку тĕлĕшпе çыхăннă ыйтусене район администрацийĕн капиталлă строительство тата коммуналлă хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ Николай Петров, «ДПМК «Яльчикское» сахал яваплă общество директорĕ Вячеслав Сядуков уçăмлатрĕç. 2019 çулта пĕтĕмпе 60 миллион та 438 пин те 130 тенкĕ пăхса хăварнă пулсан, вăл шутран район çулĕсене юсама-çĕнетме – 48 млн та 941 пин те 700 тенкĕ, ял тăрăхĕсенчи çул-йĕрсене йĕркене кĕртме – 11 млн та 974 пин те 275 тенкĕ. Çавăн пекех пуçаруллă бюджетировани мелĕпе усă курса çирĕплетнĕ участоксенче бордюрсене шуратмалла, паллăсене сăрламалла, шоссе хĕррисене тасатмалла…

Тасату тенĕрен. Тавралăх юртан уйрăлнă май пĕтĕм çÿп-çап «ирĕке» тухрĕ, унта та кунта юри пăрахса хăварнă хутаçсем кăна мар, михĕсем те курăнкалаççĕ. Пахча ĕçĕсем пуçланнăран кил-хуçалăхра та чылай пуçтарăнать ăпăр-тапăр – михĕсемпех кăларса хума пуçларăмăр. Пĕтĕмпех пăрахăçламалли те мар пулĕ, вĕсене вырăнтах тĕп тусан аванрах. Капла майпа коммуналлă пулăшу хакне ÿстермĕç-и?

Хытă каяшсене централизациленĕ майпа турттарса тухма пуçлани çичĕ уйăх çитет. Районти халăхăн пысăк пайĕ çак ырă çĕнĕлĕхе хăвăрт хăнăхрĕ. Тÿлев квитанцийĕсемпе те çийĕнчех татăлать. Анчах та унашкаллисен йышĕ районта хальлĕхе 43 процент çеç. Ыттисем, «пирĕн çÿп-çап çук» текеннисем те – парăмçăсем. Вăхăтра тÿлесе пырсан канлĕ çывăрмăпăр-и; Суд приставĕсем саккуна пăхăнманнисемпе ĕçлеме пуçланă та ĕнтĕ. Тÿлев ыйтăвĕ пĕтĕм предприяти-организацие те пырса тивет. Çакăн çинчен пĕлтернĕ «МВК «Экоцентр» сахал яваплă обществăн специалисчĕ Татьяна Адюкова çынсене асăннă ыйтупа Елчĕкри «Арбат» суту-илÿ çуртĕнчи офисра шăматкунпа вырсарникунсăр пуçне йышăнать. Ялсенче площадкăсем вырнаçтарассипе те ĕçе васкатни кирлĕ.

Район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн начальникĕ Виталий Рыбкин паянтан – ака уйăхĕн 24-мĕшĕнчен пушар хăрушсăрлăхĕн сезонĕ пуçланнине пĕлтерчĕ. Инкек пĕр çын айăпĕпе, вăл пăрахнă шăрпăк пĕрчинчен е сигарет тĕпĕнчен тухма пултарать. Кăтарту вара – пĕтĕм пурнăç тăршшĕпе пуçтарăннă пурлăх çука юлни. Çавна май халĕ типĕ курăка çунтарма, вăрмансене кĕме юрамасть.

Канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă ытти ыйтусене те хускатнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code