Воскресенье, 6 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çамрăксенче – вăй-хал, ăнăçу

Çамрăксенче – вăй-хал, ăнăçу

Çамрăксем яла юлмаççĕ, ял хуçалăх ĕçĕнчен пăрăнаççĕ тетĕр-и; Çук. Çакна «Нива» агрофирма» ОООра вырма ĕçĕсене пурнăçлама хутшăнакансемпе тĕл пулнă хыççăн çирĕплетсех калама пултаратпăр.

Çамрăксем кунта сахал мар, вĕсене тĕрлĕ участоксене ĕçлеме çирĕплетнĕ. Ытларахăшĕ хальхи йышши хăватлă техникăна – комбайн-трактора тата ытти ял хуçалăх машинине кăмăллать. Дмитрий Пайминпа Александр Светопольский, акă, вырăнти ял хуçалăх предприятийĕнче комбайнерсем пулса тăрăшаççĕ, Дмитрий Веселинпа Сергей Дмитриев – водительсем, Владимир Смирнов – КЗС машинисчĕ. Тăван ялта ĕçлесе пурăнма хăйсене шăпа пÿрнипе вĕсем чăннипех кăмăллă. Кашни кунхи хаваслă ĕçре, çемьесенчен те уйрăлмасăр пурăннă вăхăтра, пушшех, вăхăт иртни те сисĕнмест.

Иксĕлми вăй-халлă çамрăксен аллинче кирек хăш ĕç те вĕресе анчах тăрать. Дмитрий Паймин тата Александр Светопольский, эрне пуçламăшĕнчи уяр çанталăкпа усă курса, кĕске вăхăтра 150 гектара яхăн лаптăкри тыр-пула çапса тĕшĕленĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен лаптăкĕсем таса – çум курăксăр пулнăран тыр-пула тÿррĕн çапса тĕшĕлеме те май пулнă. Дмитрий Веселинпа Сергей Дмитриев комбайнсем патĕнчен тырра йĕтеме турттарнă. Пĕр сăмахпа, эрне пуçламăшĕнчи ĕç кал-кал пулса пычĕ пулин те юлашки кунсенче çанталăк пăсăлни – çумăр çуса чăрмантарни ĕç çи хăвăртлăхне чакарчĕ-чакарчех…

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕнче: пçаруллă, мал ĕмĕтлĕ çамрăксем: А.Светопольский, Д.Паймин, Д.Веселин, В.Смирнов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code