Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Механизаторсен тÿпи пысăк

Механизаторсен тÿпи пысăк

«Сатурн» ял хуçалăх производство кооперативĕнче уяр тăракан кĕрхи çанталăкăн кашни саманчĕпе туллин усă курма тăрăшаççĕ. Паянхи кун тĕлне кунта выльăхсене хĕл каçарма 90 тонна утă, 2017 тонна сенаж хатĕрленĕ. Кĕр тыррисене 200 гектар çинче лартса хăварнă, 640 гектар /80 процент/ кĕрхи çĕртме сухи тунă.

Ĕç кал-кал та ăнăçлă пыни, паллах, хуçалăхри кашни ĕçченĕн тăрăшулăхĕнчен килет. Çав вăхăтрах механизаторсем уйрăмах пысăк тав сăмахĕсене тивĕç. Александр тата Павел Ласточкинсем, Павел Иванов, Владимир Крысов, Николай Круглов, Владимир Кукурузов, Владимир тата Радик Квасовсем, Геннадий Викентьев, Александр Курчин, Валерий Зайцев çулталăк тăршшĕпе /ака е вырма тумалла, культурăсене апатлантармалла е им-çамламалла, выльăх-чĕрлĕх валли утă-сенаж хатĕрлемелле, кĕрхи çĕртме сухи тумалла, выльăхсене апат валеçмелле…/ кашни ĕçе хутшăнса хăйсен тÿпине хываççĕ. Çирĕплетсе панă техникăна тухăçлă та кăлтăксăр ĕçлеттереççĕ вĕсем, юсавлă тытаççĕ.

Е.ПЕТРОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Павел Иванов çамрăк механизатор кĕрхи çĕртме сухи тăвассипе тимлет, çав вăхăтрах выльăхсене апатлантарма та ĕлкĕрет.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code