Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ

Ан васка!

Çул-йĕр çинче вилнисене асăнмалли пĕтĕм тĕнчери куна халалласа районта «Хĕрлĕ лента» ятпа акци иртрĕ. Акцие ГИБДД пайĕн инспекторĕ Алексей Сергеев, Елчĕк шкулĕн волонтерĕсем хастар хутшăнса çул-йĕр участникĕсемпе курнăçрĕç. Асăрхануллă пулмаллине аса илтерсе вĕсем водительсемпе пассажирсене, çуран çÿрекенсене хĕрлĕ лентăсем, правилăсене пăхăнмалли пирки асăрхаттаракан хутсем пачĕç, калаçусем йĕркелерĕç.

Шел пулин те, тĕнчери çул-йĕрсем çинче кашни кунах çынсем вилеççĕ е аманаççĕ. Енчен те водитель хăвăртлăх виçине, ытти йĕркене пăхăннă, руль умне ÿсĕрле ларман, çуран çÿрекен асăрханнă… пулсан чылай авари пулман та пулĕччĕ. Кашни инкекре теприн куççулĕ, чун ыратăвĕ, татăлнă пурнăç, ĕмĕрлĕхе сусăрланса юлнă çынсен нуши.

Район территорийĕнче кăçалхи 10 уйăхра 9 ДТП регистрациленĕ, вĕсенче 3 çын вилнĕ, 16-шĕ аманнă. Пурнăç пирĕншĕн кашнийĕншĕн хаклă, çавăнпа та çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнар. Водительсемпе çуран çÿрекенсем пĕр-пĕрне хисеплер, çул-йĕр çÿрес культурăна мала хурар.

/Хамăр корр./.

Сăн ÿкерчĕкре: ГИБДД инспекторĕ Алексей Сергеев тата Елчĕк шкулĕнче 8-мĕш класра вĕренекен Виктория Сайкина волонтер Юрий Падуев водительпе тĕл пулнă самант.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code