Пятница, Сентябрь 25, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тав çырăвне – амăшне

Тав çырăвне – амăшне

Декабрĕн 2-6-мĕшĕсенче Шупашкарта Пĕтĕм чăвашсен тăваттăмĕш «Асам» кинофестивалĕ иртнине вулакана пĕлтернĕччĕ.

Конкурса савăнăçлă лару-тăрура уçнă çĕре Елчĕкре пурăнакан Светлана Мышкина та хутшăннă. Ахальтен йыхравламан ăна унта: Турцире пурăнакан Надежда хĕрĕ нихăш çул та кинофестивальтен аякра тăмасть, май килнĕ таран кино ÿкерекенсене пулăшу аллине тăсать. Чăваш кинематографи пĕрлĕхĕн ертÿçи Олег Цыпленков палăртнă тăрăх, Надежда Михайловна тинĕс леш енче пурăнсан та чăвашлăха, унăн культурине аталантарасси çине пысăк тимлĕх уйăрать. Ентеш ăсчахсене, артистсемпе çыравçăсене, кино ăстисене ăшă çĕршывра тарават кĕтсе илсе ăсатса ярать. Калас пулать, Надина Джавадова ?Мышкина/ чăваш писателĕсен кĕнекисене турккăлла куçарать. Маларах вăл И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă, унтан Стамбулти аслă шкула пĕтернĕ. Çавăн пекех пултаруллă Елчĕк хĕрĕ 1997 çулхи «Чăваш пики» конкурсăн çĕнтерÿçи пулнине те лайăх астăватпăр.

Хĕрĕн Тав çырăвне алла илнĕ Светлана Анатольевна Елчĕк çĕрĕ аваллăхпа пуяннине, кунта пултаруллă та культурăллă халăх пурăннине палăртнă, паллă та мухтавлă ентешсем çинчен кинофильмсем ÿкерме йыхравланă.

/Хамăр корр./.

Сăн ÿкерчĕкре: Н.Джавадова Н.Егоров профессора Турци çĕрĕ çинче кĕтсе илнĕ самант.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code