Воскресенье, Сентябрь 20, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çамрăксенче – малашлăх

Çамрăксенче – малашлăх

Регион шайĕнчи «Предпринимательлĕхе аталантарасси» проект пĕлтĕр старт илнĕ. Ăна республикăри бизнес-инкубатор тата ЧР Экономика аталанăвĕн министерстви пурнăçа кĕртеççĕ.

Проектăн тĕп тĕллевĕ – пĕчĕк тата вăтам бизнесăн тытăмне май килнĕ таран ытларах çамрăка явăçтарасси, вĕсене хăйсен ĕçне аталантарма хăнăхтарасси. Çакна шута илсе вĕренÿ заведенийĕсенче финанс пĕлĕвĕпе, хăвăн ĕçне ертсе пырассин никĕсĕсемпе çыхăннă курссем, семинарсем, опытлă предпринимательсемпе тĕл пулусем ирттернĕ. Çак мероприятисене республикăн пĕтĕм кĕтесĕнчи шкул ачисемпе студентсем хутшăннă.

Раштав уйăхĕнче Шупашкарта пуçламăш утăмсем тăвакан предпринимательсен пĕтĕмлетÿ слечĕ иртнĕ. «Çамрăксем – пирĕн пуласлăх. Республикăн тата Раççейĕн аталанăвĕ вĕсен пултарулăхĕнчен нумай килет. Вĕсем хăйсем хатĕрленĕ проектсене пурнăçа кĕртессе шанатпăр», – тенĕ ЧР Экономика аталанăвĕн министрĕн пĕрремĕш çумĕ Инна Антонова.

Проект çамрăк предпринимательсен кăсăклă идея нумай пулнине кăтартса панă, вĕсене чăнласах та пурнăçа кĕртме пулать. Республикăри бизнес-инкубаторта палăртнă тăрăх, предпринимательлĕхĕн никĕсĕсемпе 2024 çулччен Чăваш Енри 20 пин ытла çын паллашмалла.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code