Вторник, Июнь 2, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Ăнăçу пултăр малашне те

Ăнăçу пултăр малашне те

Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ çывхарнă май Чăваш Енри хĕрарăмсен канашĕн пуçарăвĕпе кашни çул «Хĕрарăм-лидер» конкурс йĕркелесе ирттересси йăлана кĕнĕ. Унăн тĕллевĕ пĕрре – социаллă пурнăçри çивĕч ыйтусене татса пама хастар хутшăнакан, ĕçре пысăк çитĕнÿсем тăвакан хĕрарăмсене тупса палăртасси, хавхалантарасси.

Республикăри конкурса хутшăннă Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул директорĕ Лариса Николаевна Васильева район чысне тивĕçлипе хÿтĕлеме пултарнине палăртма кăмăллă. Вăл «Çулталăкри чи лайăх хĕрарăм ертÿçĕ» номинацире иккĕмĕш вырăна çĕнсе илнĕ.

Сăмах май, Лариса Васильева коллектива нумай çул тата ăнăçлă ертсе пырать. Елчĕк шкулĕ республикăри, Раççейри чи лайăх вĕренÿ учрежденийĕсенчен пĕри шутланни – вĕрентекенсемпе вĕренекенсем район, республика шайĕнчи, регионсем хушшинчи предмет олимпиадисемпе тĕрлĕрен конкурссенче час-часах малти вырăнсене йышăнма пултарни те нумаййи çинчен калать.

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code